«Выдумлянди» йыхравлать
Юмах çулĕпе çÿрес килет-и? Е тата тутлă кукăльпе сăйлакан асамлă асаннепе, вырăс паттăрĕсемпе тĕл пулас килет-и, е тĕлĕнтермĕш чĕрчунсем пирки пĕлесшĕн-и?
Апла пулсан Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекине васкăр. Кунта информаципе библиографи уйрăмĕнче литература туризмĕн бюровне йĕркеленĕ. Вăл «В стране Выдумляндия» ятлă. Вулавăш ĕçченĕсем ятарлă çичĕ маршрут хатĕрленĕ: «Вкусный», «Сказка на новый лад», «Богатырский», «В тридевятом царстве», «Ремесленный», «Заповедный лес», «Стихийный». Хăвăрпа пĕрле çулçÿреве тĕрлĕ кĕнеке илме пулать.