Надежда СМИРНОВА. http://www.kosmos-memorial.narod.ru сайтри сăн ÿкерчĕк.

5 Авăн, 2017

Шуршăлта Андриян Николаев çуралнăранпа 88 çул çитнине уявларĕç

Шуршăлти А.Г.Николаев космонавт летчикăн Мемориал комплексĕнче паян халăх нихçанхинчен те ытларах пулчĕ. Çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, СССР космонавт летчикĕ, Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев çуралнăранпа 88 çул çитрĕ. Паллă кун ячĕпе Мемориал комплексĕнче савăнăçлă митинг иртĕ, унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.