Микул ИШИМБАЙ.

28 Авăн, 2017

Чăваш литературин ятне-сумне вăйлатмаллах

1988 çулта Пушкăртстанра йĕркеленнĕ «Шуратăл» литпĕрлешÿ чиперех сывлать-ха. Турă пÿрсен, килес çул 30 çулхи юбилее паллă тума ĕмĕтленетпĕр. Хамăрăн Пушкăртстанри чăваш хаçачĕсенче, Шупашкарти кăларăмсенче литпĕрлешÿ хастарĕсен хайлавĕсем тухсах тăраççĕ.