Марина ТУМАЛАНОВА. Cap.ru căн ÿкерчĕкĕ.

6 Нарăс, 2019

Сусăр ачаллисене «Килти няня» пулăшĕ

Кăçал Шупашкарта сусăр ачаллă çемьесене тĕрев паракан «Килти няня» проект хута кайрĕ.

Ашшĕ-амăшĕ чирлĕ ачана килте пĕччен хăварайманни паллă. Çывăх çыннисем ĕçпе тухса кĕнĕ вăхăтра тĕпренчĕке камăн та пулсан пăхмалла.