Любовь ПЕТРОВА. А. КУДРЯШОВА архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

30 Çĕртме, 2017

«Артистăн кун кĕнекине çырмалла»

Çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче, Çамрăксен кунĕнче, Çамрăксен патшалăх премийĕн лауреачĕсене чысласси йăлана кĕнĕ. Кăçал çак хавхалантарăва 21-ĕн тивĕçнĕ. Вĕсен йышĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артистки Анна Кудряшова та пур. Премие вăл литература, культура тата искусство енĕпе «Пихампар чунĕ манра» спектакльти тĕп роле — Чиперпие — калăпланăшăн тивĕçнĕ.