Тăвай районĕнчи Çĕнĕ Пуянкасси ялĕнчи Николай Ивановичпа Ольга Федоровна Николаевсен çемйине ялта пурте хисеплеççĕ. Николай Иванович — строитель, мăшăрĕ мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех фермăра тăрăшнă. Вĕсем 3 ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă.