Лариса ПЕТРОВА. Сергей Журавлев тата Ксения КРАСНОВА сăн ÿкерчĕкĕсем.

27 Çĕртме, 2017

«Хыпар» издательство çурчĕ велосипед хуçине тупрĕ

«Тантăш», «Тетте», «Самант» çырăнакансен хушшинче ирттернĕ лотерейăра кам çĕнтернине Республика кунĕнче пĕлтĕмĕр. Вăл — Йĕпреç районĕнчи Пучинкере пурăнакан Валентина Осипова. Шел пулин те, çав кун Валентина Николаевна уява пырайман, анчах та кăмăллă хыпара ун патне çитерекенсем тупăннă.