Лариса АЛЕКСЕЕВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

13 Çĕртме, 2018

Ялтах пурăнма лайăх

Вăрнар районĕнчи «Мураты» машина-трактор паркĕнче техника умĕнче кĕпĕрленсе тăнă механизаторсен хушшинче çамрăка тÿрех асăрхарăм. Каччă ыттисем каланине тăрăшсах итлет, ăса хывать. Чăхăмланă техникăна вĕсемпе пĕрле «чун кĕртме» пулăшать.