Улатăр ют патшалăх çыннисемшĕн те кăсăклă
Çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче Улатăра Беларуç, Украина, Молдави, Кăнтăр Осети, Армени, Узбекистан, Азербайджан, Абхази, Македони, Сири, Турци, Тунис çамрăкĕсен ушкăнĕ килсе çитнĕ. Унăн йышĕнче — вĕрентÿ заведенийĕсен, вырсарни шкулĕсен преподавателĕсем, синод пайĕсен, епархисен представителĕсем.