РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев кăçалхи март уйăхĕн 5-мĕшĕнче кăларнă хушăвĕпе килĕшÿллĕн рабочипе инженер профессийĕсен сумне ÿстерессипе çыхăннă мероприятисен планне çирĕплетнĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн çамрăксене пултарулăхри ăнтăлушăн паракан стипендине Комсомольски районĕнчен кăçал 8 çын тивĕçнĕ. Вĕсен хушшинче вĕренекенсем те, ĕçлекенсем те, общество пĕрлешĕвĕсенче тăракансем те пур.
Кăçал çуркунне ытти çултипе танлаштарсан чылай иртерех çитрĕ. Юр хăвăртах кайса пĕтнĕрен, çанталăк ăшă тăнăран чылайăшĕ типнĕ курăкпа çÿп-çапа çунтарать, теприсем вара шыва кĕме васкаççĕ. Ун пек чухне инкек тухасран асăрханмаллах.
Çак кунсенче ЧР Правительство çуртĕнче Патшалăх управленийĕн пĕчĕк академийĕнче пĕлĕвне тарăнлатакансемпе - Чăваш тата Мари республикисенчи, Киров тата Сарă ту облаçĕсенчи хĕрсемпе каччăсемпе - «Пултаруллă та талантлă çамрăксене регионсенче мĕнле майпа хăвармалла» темăпа «çавра сĕтел» иртрĕ.