«Тунсăхлама, кулянма, хăш-пĕри пек çурт умĕнче хĕвел çаврăнăш вăрри шĕкĕлчесе ларма вăхăт çук пирĕн», – тет Канаш районĕнчи Шăхасан салинче пурăнакан Роза Пантелеймоновна Рябчикова.
«Пĕлтĕр икĕ мулкач пахчарах хĕл каçрĕ. Тилĕ те апат шыраса çывăхрах çÿрет», – тет Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкре пурăнакан Николай Горшков. «Кунта вăрман çукпа пĕрех. Ăçтан тухаççĕ вара?» – тĕлĕневе пытараймасăр ыйтатăп кил хуçинчен. «Ара, вĕсем уйрах пурăнаççĕ. Хамăн пахча хыçĕнче лартнă йывăçсем ÿссе çитĕнчĕç.