Ирина КОШКИНА. Александра НИКОЛАЕВА архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

9 Çурла, 2018

«13» хисеп ăнăçу парнеленĕ

«Шупашкарта та илем конкурсĕсем иртеççĕ иккен», — çапла пĕтĕмлетÿ тунă Александра Николаева класĕнчи пĕр хĕрача модель пулса ĕçлеме тытăнсан. Хăйне çак ĕçре тĕрĕслесе пăхма шухăш çуралнă унăн. 15 çултискер «Чăваш Ен топ-моделĕ» илем конкурсне çул тытнă.