Инна ГАВРИЛОВА
Йăмăкĕсемшĕн вăл - тĕслĕх вырăнĕнче
Патăрьел салинче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине кăçал илсе тăракан Ольга Храмовăпа курнăçрăм. Вăл - И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн 3-мĕш курс студентки. Кашни çемьерех аслисем кĕçĕннисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Храмовсен çемйинче виçĕ хĕр.