Г.СТЕПАНОВ

21 Ака, 2015

Пĕрисем сÿрелеççĕ, теприсем апатлантараççĕ

Канаш район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăну тытакан тĕп специалисчĕсем Валерий Долговпа Сергей Васильев иртнĕ эрне вĕçĕнче Киров ячĕллĕ ЯХПКра, «Цивиль» тата «Канаш» ОООсенче пулса уй-хир ĕçĕсемпе паллашнă. Вĕсенче нумай çул ÿсекен курăксене икшер агрегатпа сÿрелеççĕ. «Цивиль» хуçалăхра МТЗ 82-1 трактор рулĕ умĕнче - Виктор Иванов опытлă механизатор. Унăн ĕç стажĕ - 40 çула яхăн. Тепĕр трактора Алексей Данилов ĕçлеттерет. Вăл хурçă ута 15 çул ытла итлеттерет. Вĕсем 185 га йышăнакан нумай çул ÿсекен курăксене 2 сменăпа сÿрелеççĕ.