Геннадий МАКСИМОВ
Ивано-Франковск «хĕвелĕ» икĕ тĕслĕччĕ
Ростислав Тимофеев: уласлăхăмăр çĕнĕ тĕссемпе çуталтăр
Пĕлтĕрхи ĕç-хĕле тишкерсе пĕтĕмлетесси, çĕнĕ тĕллевсем палăртасси заводсемпе предприятисенче, район-хула администрацийĕсенче кăçал нихçанхинчен те анлăрах, тĕплĕнрех иртеççĕ. Ахальтен мар: сăлтавсем, халиччен пулманнисем, халăхăмăр çине йăтăнса ансах тăчĕç вĕт. Çутçанталăк синкерĕ - пăрлă çумăр - шарт сиктерчĕ, республикăри вуншар яла пысăк тăкак кÿчĕ. АПШпа Европапĕрлĕхĕн санкцийĕсем экономикăна тухăçлăрах аталантарма чăрмантараççĕ, халĕ те ура хураççĕ. Çавна май ĕçĕмĕрсене çĕнĕлле йĕркелеме хистеççĕ. Лайăхрах тумитлесен хистевсĕрех çаврăнăçуллă, пуçаруллă пулмалла пирĕн.
Пурнăç: Шурă тата Хура
Çĕр çинчи этем пурнăçĕ шурă та хура тĕссемпе тымарланнăран, вăл пин-пин çул иртсен те улшăнманран, килпетлĕхпе тирпейсĕрлĕх пĕр-пĕрне çĕнтерсе çиеле тухас тесе паян кун та тупăшма чарăнманран, чун-чĕрене çывăх ырă пахалăхсем тÿнтерле пулăмсене Ахрат çырмине халĕ те вăкăни тăвайманран «Хыпар» хаçатра «Шурă тата Хура» ятпа ятарлă страница кăларма