Галина ГЕОРГИЕВА

15 Çу, 2014

«Чăваш осоавиахимĕ» авиазвено паттăрлăхĕ

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи иккĕмĕш çул кĕрлет. Пур фронтра та хĕрÿ çапăçу пырать. Çав кунсенче Совет Союзĕнче, вăл шутра - Чăваш Енре те, СССР оборона фондне тăвас юхăм пуçланнă. 1942 çулхи çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче Ишлей районĕнчи «Осоавиахим» подразделенийĕн хастарĕсем Т.Богомолова, А.Башмакова, Н.Варламова, З.Кирьянова, Э.Кикас, З.Митрофанова, П.Павлова, А.Сергеева «Чăваш осоавиахимĕ» ячĕллĕ самолетсен звенине тума укçа-тенкĕ хывма пуçару тунă, республикăра пурăнакансене ырă çак пулăма анлăн хутшăнма чĕнсе каланă. Ăна «Чăваш коммуни» тата ытти хаçат пичетлесе кăларнă.