Евгений ОСМЕЛКИН

28 Нарăс, 2017

Çамрăксем ĕçлеме килĕç-ши?

2017 çул Раççейре — Экологи çулталăкĕ. Федераци шайĕнчи çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан лаптăкĕсенчи специалистсем кăçал усăллă ĕçсем нихçанхинчен те нумайрах тăвасшăн.

«Сăрçум» заповедник та хăйĕн умне çавнашкал тĕллев лартрĕ. Учрежденин Улатăр районĕнчи Атрать ял тăрăхĕнчи хурал пайĕн çĕнĕ çуртне туса пĕтерсе хута яратпăр.