Инçет Хĕвел тухăç мана унчченех илĕртетчĕ, темшĕн канăç памастчĕ. Темĕнле магнит вăйĕпе хăйĕн патне туртатчĕ. "Унта тем тесен те кайса курас пулать. Тăван çĕр-шыв пуянлăхне, унăн илемне хам куçпа çупăрлас килни канăç паманран инçе те вăрăм çула тухма шухăшларăм.