Э.ТЕКЛЕВ

26 Кăрлач, 2015

Ан кÿрентер тăлăха

Элĕк район прокурорĕ Ехремкасси ял тăрăхĕн малтанхи пуçлăхĕ тĕлĕшĕпе уголовлă ĕç пуçарнă, ăна Красноармейски район судне ярса панă. Яваплă тивĕçе пурнăçлама шаннăскере тăлăхсен, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисен çурт-йĕр прависене пăснă, должноçĕпе хăйĕн тĕллевĕпе усă курнă тесе айăпланă.

Следстви материалĕсем тăрăх, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă ачана туса пĕтермен пурăнма юрăхсăр çурт уйăрса панă. Çакна тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн Элĕк район прокуратури асăрханă.

Э.ТЕКЛЕВ.