Елена ЛУКИНА. Екатерина Сулимкинăн архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

16 Чÿк, 2017

Чăваш Ен ятне çĕкленĕ

Кĕвĕ вăл — чун чĕлхи те, унти пурнăçа сасăпа палăртни те, туйăмпа кăмăл чикки те. Этемлĕхĕн пурнăçĕ юрă-кĕвĕсĕр епле кичем пулĕччĕ — сăмахпа та палăртма май çук. Юрă вăй хушать, савăнăç кÿрет çеç мар, халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетет, ламран-лама куçса пыракан йăла-йĕрке пуянлăхне упрать.