Елена ГЛУХОВА. А. СТЕПАНОВА архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

27 Утă, 2017

Куçма Турханăн мăшăрне тăванĕсем хваттерсĕр хăварнă

98 çулти Нина Ильина, Куçма Турхан писателĕн мăшăрĕ, хĕлле — Çĕнĕ Шупашкарта, çулла Шупашкар çывăхĕнчи Типçырма ялĕнче пурăнать. Ватлăхра пĕччен тата кил-çуртсăр тăрса юлнăскере иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕн хĕрĕ Анна Степанова пăхать.