Елена АТАМАНОВА. Муллинсен архивĕнчи сăн укерчĕк.

18 Çу, 2017

Ача-пăча куллинчен илемлĕрех сасă çук

Çутта кăлараканăмăр Иван Яковлев çемьене чи хаклă тупра евĕр упрама халалласа хăварнă. Унăн пилне чылайăшĕ чыслăн пурнăçласа пыни савăнтарать. Чăн та, туслă та телейлĕ çемьерен хаклăраххи мĕн пултăр! Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Таяпа ялĕнче пурăнакан Сергейпа Татьяна Муллинсем икĕ ывăлĕпе пĕчĕк хĕрне тĕрĕс-тĕкел, çĕршыва юрăхлă çын çитĕнтерес ĕмĕт-тĕллевпе пурăнаççĕ, тĕпренчĕкĕсемшĕн ырă тĕслĕх пулма тăрăшаççĕ.