Елена АТАМАНОВА. Ирина КОШКИНА сăн ÿкерчĕкĕ.

11 Юпа, 2018

Йăл кулмасан, куршанак пек çыпăçмасан çăкăр çиеймĕн

Тĕп пасар ир-ирех хĕвĕшет: унталла-кунталла çын утать. Кану кунĕсенче халăх ытти чухнехинчен нумайрах. Иртнĕ вырсарникуна эпĕ те иртен пуçласа каçченех пасарта ирттертĕм. Япала туянма мар, хама сутуçăра тĕрĕслесе пăхас шухăшпа çитрĕм кунта. Çын аллинчи кукăль яланах пысăкрах туйăнать.