Д.ВОЛКОВ

17 Чÿк, 2016

Çынсемпе куçа-куçăн

 Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ытларикун "Единая Россия" парти председателĕн Д.А.Медведевăн регионти йышăну пÿлĕмĕнче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă. Çынсене кивĕ çуртсенчен куçарасси, "Çĕнĕ хула" микрорайонта поликлиника уçасси, çĕнĕ çулсем тăвасси — граждансем тĕлпулăва çак тата ытти ыйтупа килнĕ.

 Валентина Андреевăна Çĕнĕ хулара поликлиника уçас ыйту пăшăрхантарать. Республика Пуçлăхĕ Çĕнĕ хулари пурнăç условийĕсемпе кăсăкланнă. Валентина Андреева палăртнă тăрăх — çуртсен пахалăхĕ лайăх, управляющи компани тÿрĕ кăмăлпа ĕçлет, çуртсене уйрăммăн хутса ăшăтмалла туни меллĕ. Çав вăхăтрах ачасен 3-мĕш больницинче врач- педиатрсем çителĕксĕрри, вĕсем вĕçĕмсĕр улшăнса тăни пăшăрхантарать. Хĕрарăм хăйĕн ачине илсе çÿрекен участокра çулталăкра 3 педиатр улшăннă иккен.

15 Чÿк, 2016

Игорь Додона саламланă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Игорь Додона Молдова Республикин президенчĕн должноçне суйланнă ятпа саламлă телеграмма янă.

«Ертÿçĕн пуян опычĕ, профессионализм, яваплăха туйни тата патриотизм Сире тивĕçлипе хисеп тата ят-сум кÿнĕ. Сирĕн патшалăхăн пысăк постĕнчи ĕçĕр республика экономикине çĕклеме, Мол-довăн тĕнче аренинчи позицийĕсене çирĕплетме пулăшасси пирки иккĕленместĕп», — тенĕ теле-граммăра. Михаил Васильевич Чăваш Республики, Раççей Федерацийĕ тата Молдова Республики малашне туслă çыхăну тытса ĕçлессе шаннине палăртнă.

9 Чÿк, 2016

Партисем тĕрлĕ, ĕç вара – пĕрлехи

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче политика партийĕсен регионти уйрăмĕсен представителĕсемпе ирттернĕ «çавра сĕтел» ларăвне хутшăннă. Калаçăва çавăн пекех республикăн патшалăх влаçĕн органĕсен ертÿçисене, ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн членĕсене чĕннĕ.

«Çавра сĕтел» хушшинче 2016 çулхи суйлав кампанине пĕтĕмлетнĕ, влаç органĕсем партисен регионти уйрăмĕсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлессине тишкернĕ.

25 Юпа, 2016

Импорта хамăрăн продукци улăштарать

Юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче Саратовра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ çумĕнчи канаш мероприятийĕсене хутшăннă.

17 Юпа, 2016

Преми, ĕççи, пассажирсем...

Чăваш Енĕн Пĕтĕм Раççейри чи лайăх пĕтĕмĕшле вĕрентÿ организацийĕсен рейтингĕсене кĕнĕ шкулĕсем валли 1 миллион тенкĕлĕх çулленхи преми туса хунă. Тивĕçлĕ указа алă пусни çинчен ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев шăматкун районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци мелĕпе ирттернĕ канашлура пĕлтернĕ.

Pages