Алина ВАРНА

12 Авăн, 2015

Ырă усала çĕнтертĕр

Эпĕ - чи малтанах, амăшĕ. Тĕнчере усаллăх вăй илни чуна ыраттарать. Вăрçă-харçă, пусмăр, аскăнчăклăх... çинчен телевизорпа та, Интернет уçлăхĕнче те калаçаççĕ-кăтартаççĕ. Пурнăçăн тÿнтер енĕ ытла та тискер. Йĕри-тавра темле шухăшлă çын та пур. Усал ĕç тăвакансем обществăшăн хăрушă.