Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтне 1930 çулхи августăн 18-мĕшĕнче Ăслăлăхпа культура канашĕн никĕсĕ çинче йĕркеленĕ. Чăваш ăслăлăх тĕпчев комплекс институчĕ ятлă тытăм малтан промышленноç-экономика, ялхуçалăх, культурăпа йăла-йĕрке пайĕсенчен тăнă.