Yummy Music чăваш юррисен альбомне кăларнă
Тутар юррисен лейблĕнче Хусанти чăвашсен «Шану» ушкăнĕн «Тарăн вар» ятлă альбомĕ тухрĕ. Унта 8 юрă кĕнĕ.
Юрăсене çырнă чухне Тутарстанри, Чăваш Енри, Пушкăртстанри тата Самар облаçĕнчи чăвашсен халăх пултарулăхĕпе анлă усă курнă. «Шану» солисчĕ Вера Кожеманова палăртнă тăрăх, альбома кĕртнĕ юрăсене ушкăн йĕркеленнĕ чухнех тупса хунă, анчах та вĕсене «джазлатасси» икĕ çула тăсăлнă тесен те тĕрĕс.