Александр ГЕРАСИМОВ

22 Çу, 2015

Турри сывлăхне патăрах ăна

Вăрçă чарăннăранпа 70 çул çитнине уявларăмăр акă. Челябинск хулинче пурăнакан Евгения Николаевна Пустозерова вăрçă ветеранĕ çинчен кĕскен те пулин çырса кăтартас килет. Вăл 1919 çулхи декабрĕн 13-мĕшĕнче Тутар Республикинчи Теччĕ районĕнчи Аслă Ăнă ялĕнче çуралнă. Çав ялтах 7 класс вĕренсе пĕтернĕ.