Автомобиле - пăчкăпа!

4 Пуш, 2016

Çухалнă ВАЗ-2108 автомобиле уголовлă шырав оперативникĕсем темиçе кунран тупнă. Анчах хуçи тĕрĕс-тĕкел машина кĕтсе илеймĕ: унăн саппас пайĕсене сÿтнĕ кăна мар, транспорт хатĕрне касса темиçе пая пайлама ĕлкĕрнĕ!

Шупашкар çынни, Гузовский урамĕнче пурăнаканскер, кăрлачăн 22-мĕшĕнче ирхине килĕнчен тухнă та - тĕлĕнсех кайнă: "урхамахне" ĕнер çакăнта лартса хăварнăччĕ - ăна çĕр çăтнă тейĕн. Кивĕ автомобиль кама кирлĕ пулнă? Кивĕ пулнипех арçын автомобиле вăрласа каясси пирки шухăшламан та. Çавăнпах сигнализаци те пулман, машинăн докуменчĕсене те вăл салонрах хăварнă...

Çапах полицирен пулăшу ыйтнă. Пĕлсе пĕтер, тен, тупăнĕ, тен, ăна пуçтах çамрăксем ярăнма кăна илнĕ - ăçта та пулин çывăхрах пăрахса хăварнă... Анчах ватă ВАЗăн шăпи урăхларах пулнă çав.

ЧР ШĔМĕн уголовлă шырав управленийĕн аслă оперуполномоченнăйĕ Александр Андреев пĕлтернĕ тăрăх - полици пĕр автомастерской пирки информаци илнĕ. Унта Шупашкарти техникумра вĕренекенсем кивĕ машинăсене салатса укçа тăваççĕ иккен. Çав мастерской "восьмерка" çухалнă вырăнтан инçех те мар. Пакунлисем çамрăк механиксемпе çывăхрах паллашас тенĕ.

Арендăна илнĕ гаражри нумай-нумай саппас пайсемпе агрегатсен хушшинче вĕсем çухалнă хайхи ВАЗа та тупнă. Тĕрĕссипе - унăн пайĕсене. 3-мĕш курсра вĕренекенсем тунса тăман: ку машинăна вĕсемпе пĕр техникумра ăс пухакан каччă, 1-мĕш курс студенчĕ, илсе килнĕ-мĕн. Ĕç-пуç криминалпа çыхăннине кусем чухламан. 17-ри йĕкĕт тепĕр çамрăкран 5 пин тенкĕ кивçен илнĕ те - ăна ниепле те тавăрса парайман. Хăйне кивçен панăскерĕн 8-мĕш ВАЗĕ час-часах чăхăмланине пĕлнĕ май вăл ăна укçа вырăнне çавнашкал маркăллă кивĕ автомобиль илсе килсе парăп тенĕ - саппас пайсем валли. Кредитор килĕшнĕ.

Каччă ку машина йĕркеллех тесе шантарса каланă. Ĕнентермешкĕн автомобиль докуменчĕсене те кăтартнă. Халь паллă ĕнтĕ: маларах та машина вăрланăшăн судпа айăпланма ĕлкĕрнĕ çамрăк çын ют пурлăха "приватизациленĕ". Çул çитмен çамрăк тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Пулас автомеханиксем вара хальлĕхе свидетельсем. Анчах оперативниксем вĕсен "статусĕ" улшăнмĕ тесе шантарсах каламаççĕ. Мастерскойра тупнă пĕтĕм саппас пайсемпе агрегатсене тĕрĕслĕç: вĕсем те вăрланă машинăсенчен сÿтсе илнĕскерсем мар-и?

Ольга ПАВЛОВА.

Рубрика: