Авари сахалрах, хăрушлăх вара çав-çавах пысăк

«Ырă кăтартусем пур: аварисен шучĕ пĕлтĕр 16,6% пĕчĕкленнĕ, вĕсенче вилнисен йышĕ 10,2% чакнă», - ЧР ШĔМĕн Çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн пуçлăхĕ Владимир РОМАНОВ журналистсене иртнĕ çула пĕтĕмлетме пухнă пресс-конференцие кăмăллă çак цифрăсенчен пуçларĕ пулин те калаçу тĕпрен илсен пăшăрхантаракан самантсем тавра йĕркеленчĕ.

Патăрьел, Каçал, Муркаш...

Республика шайĕнчи вăтам кăтартусем пĕчĕкленнине пăхмасăр темиçе районта /Улатăр, Çĕмĕрле, Муркаш/ пĕлтĕр виçĕмçулхинчен нумайрах авари пулнă. 7 районта вилнисен шучĕ ÿснĕ: Патăрьел районĕнче 22 çын вилнĕ, Комсомольски районĕнче - 19, Йĕпреç тăрăхĕнче - 12 /2014 çулта вара 5 çын пурнăçĕ татăлнă/, Куславкка районĕнче - 9 /пĕр аварире кăна 6-ăн пурнăçран уйрăлнă/, Куславкка тăрăхĕнче - 20, Муркаш енре - 13...

Ÿсĕр водительсем хутшăннипе пулнă аварисем сахалланнă: 1% кăна, анчах çакă та - ырă туртăм. Медицина тĕрĕслевне кайма килĕшменнисен шучĕ вара 32% чухлех чакнă. Çапах ÿсĕр водительсем тунă 240 аварие шута илнĕ те - ыйту çивĕчлĕхĕ çав-çавах пур-ха. Çул çинчи кашни виççĕмĕш вилĕм вĕсен айăпĕпе сăлтавланнă. Инспекторсем пĕлтĕр руль умне ÿсĕрле ларнă 5 пин ытла çынна тытса чарнă. Иртнĕ çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен эрех ĕçсе транспорт хатĕрĕпе çула тухакансене иккĕмĕш хут тытса чарсан водитель удостоверенийĕсĕр хăвармалли йĕрке вăя кĕчĕ, штраф виçи те пысăк, анчах, управлени пуçлăхĕн шучĕпе, нумайăшне çакă та хăратмасть - хĕрĕнкĕлле-ÿсĕрле руль умне ларакансен шучĕ пĕчĕкленни палăрмасть.

Ку çеç те мар: наркотикпе минресе руль умне ларма хăякансем те пур - унашкаллисен шучĕ çуллен ÿссе пырать-мĕн. Пĕлтĕр çавăн пек водительсем тĕлĕшпе 76 адмпротокол çырнă. Сăмах май, Чăваш Енĕн тĕп инспекторĕ пытармасть: наркоман-водительсене тупса палăртма пĕртте çăмăл мар - пысăк профессионализм кирлĕ. Эрех мар вĕт - шăршă кĕмест...

Аварисен 60: - Шупашкарта, ытти хулапа ял территорийĕсенче пулнисем. Федераци трассисем çинче сахалрах инкек пулнă. Вилнисен шучĕ чакнине Владимир Геннадьевич çакăнпа та сăлтавлать. Паллă-çке, аслă çулсем çинче транспорт хатĕрĕсен хăвăртлăхĕ те пысăк - авари пулсан çынсем йывăр суранланаççĕ, вилеççĕ.

Пĕтĕмĕшле статистикăра мĕн­лерех аварисем пулни те сăнланнă: 39% - транспорт хатĕрĕсем çапăнни, 33% - çуран çынсене таптани, 12% - машинăсем çаврăнса ÿкни. Автомобильсем чăрмав çине пырса кĕнĕ тĕслĕх те нумай.

Çĕр-çĕр пин!

Пĕтĕмпе вара иртнĕ çул ПАИ çулсем çинче йĕркене пăснин 600 пине яхăн тĕслĕхне тупса палăртнă. Унашкаллисен пĕтĕмĕшле калăпăшĕнче 79% - çул-йĕр правилисене сĕмсĕррĕн пăсни /юраман çĕрте çулăн транспорт хирĕç килекен енне тухнă йышши тĕслĕхсем/. Çулсем çинчи йĕркелĕх хуралçисене хăлăхсăр водительсене тупса палăртма паян фотофиксаци приборĕсем пысăк пулăшу кÿреççĕ. Йĕркене пăснă тĕслĕхсен çÿлерех асăннă питĕ пысăк калăпăшĕн 60% - шăпах çав приборсем регистрациленĕ тĕслĕхсем. Унашкаллисен шучĕ - 372 пин. Çавна май штрафсен пĕтĕмĕшле виçи те пысăк -

  • ПĔТĔМПЕ ВАРА ИРТНĔ ÇУЛ ПАИ ÇУЛСЕМ ÇИНЧЕ ЙĔРКЕНЕ ПĂСНИН 600 ПИНЕ ЯХĂН ТĔСЛĔХНЕ ТУПСА ПАЛĂРТН Ă. УНАШКАЛЛИСЕН ПĔТĔМĔШЛЕ КАЛĂПĂШĔНЧЕ 79% - ÇУЛ-ЙĔР ПРАВИЛИСЕНЕ СĔМСĔРРĔН ПĂСНИ

пĕтĕмпе 500 млн тенкĕ ытла. Çав шутран 466 млн тенкине шыраса илнĕ, бюджета хывнă - хыснана тупăшлă питĕ пысăк пĕр-пĕр компани пекех пуянлатнă вĕт!

Инспекторсем преступленисене те уçса параççĕ: 2015 çулта 608 уголовлă ĕçе судсене ярса панă. Шыраври 1,6 пине яхăн автомобиле тупнă. Çав шутра 70-шĕ - вăрласа кайнисем. Тепĕр самант: Владимир Романов юлашки вăхăтра авари тунă водительсем вырăнтан пăрахса тарнă тĕслĕхсем нумаййине палăртать - пĕлтĕр унашкалли 1075 пулнă. Тата агрегатсен номерĕсене улăштарнă 186 транспорт хатĕрне тупса палăртнă: «Цифрăсене улăштарни тепĕр чухне ахаль пăхсах курăнать - пурпĕр регистраци пункчĕсене пыраççĕ». Суя документсене те пакунлисем курмăш тумаççĕ: çавнашкал «кăлтăклă» водитель удостоверенийĕсен, регистраци свидетельствисен хуçисем тĕлĕшпе 750 материал хатĕрленĕ.

Инспекторсем çулсене мĕнле пăхса тăнине, юсанине те куçран вĕçертмеççĕ - надзор йĕркипе çитменлĕхсене пĕтерме 1,8 пине яхăн предписани панă. Должноçри 387 çынна явап тыттарнă. Муниципалитетсен влаçĕсем тĕлĕшпе яваплăх мерисем палăртнă тĕслĕх те нумай.

Çуран та лайăх

Экономикăри кризис çул­çÿревре те палăрать. Республикăра паян 330 пин транспорт хатĕрне шута илнĕ. Çак цифра çуллен пысăк хăвăртлăхпа ÿссе пыратчĕ. Нумаях пулмасть вара тепĕр майлă пĕтĕмлетÿ тунă: транспорт паркĕ пĕчĕкленнĕ - 3 пин единица чакнă. Хăшĕсем ку тапхăрта çуранах çÿрес теççĕ пулинех...

Пĕлтĕр ПАИ сотрудникĕсен йышне каллех чакарма тивнĕ - 10%. Ку тĕпрен илсен управлени аппаратне тата ятарлă батальона пырса тивнĕ. «Апла пулин те, - тет Владимир Геннадьевич, - çулсем çинчи хăрушсăрлăха алăран вĕçертмерĕмĕр». Çав вăхăтрах сотрудниксен пĕр ушкăнĕ Крымра та командировкăра пулнă. Сăмах май, унта ырă енчен палăрнă: хĕçпăшаллă преступниксене те сиенсĕрлетнĕ, пакунлă çынна взятка пама тăнă тĕслĕхе те тăрă шыв çине кăларнă. Взятка тенĕрен, иртнĕ çул ПАИ ĕçченĕсене водительсем взятка пама тăнă 14 тĕслĕхе шута илнĕ. «Эпир хамăрăн автомобильсене видеоприборсемпе тивĕçтернĕ - пĕтĕмпех ÿкерĕнет!» - асăрхаттарса каларĕ Владимир Романов.

Тăман, сивĕ...

Журналистсене, паллах, кăрлачри çил-тăманлă, шартлама сивĕ кунсенче мĕнлерех ĕçлени те кăсăклантарчĕ. Инспекторсен нумай водителе пулăшма тивнĕ: машинисем чăхăмланă та - шăнса кÿтнĕ çынсене кун пек чух тата кам пулăштăр? Тепĕр чух аварие лекнĕ транспорт хатĕрĕсен грузне хураллама та тивет. Управлени пуçлăхĕ иртнĕ эрнере Шупашкар районĕнче пулнă тĕслĕхе аса илчĕ. Каçхине пысăк фура аварие лекнĕ, унăн кузовĕнчи краççын тултарнă вун-вун пичке çул çине тухса ÿкнĕ. Сиенленнĕ транспорт хатĕрĕсене тивĕçлĕ çĕре ăсатнă хыççăн та çул айккине илсе хунă пичкесене çĕрĕпе кăна мар, тепĕр кунне те сыхлама тивнĕ. Пĕр енчен, вĕсем çине урăх машинăсем пырса кĕме пултараççĕ - «фейерверк пулатчĕ вĕт!» Тепĕр енчен, вĕсене вăрласси те часах. Çавăнпа хуçи киличчен кĕтмелле.

Çил-тăманлă, юр çунă вăхăтра инспекторсене ăмсанаймăн. Куллен 60-70 авари тĕлĕшпе протокол çырма тивет вĕт. Çав вăхăтрах ПАИ сотрудникĕсен яваплăха туйман водительсем çул çинчех лартса хăваракан транспорт хатĕрĕсене эвакуацилеме хутшăнмалла - вĕсем çулсене тасатма чăрмантараççĕ. Ку темăна хускатнă май çак йĕркесен авторĕ Правительство çуртĕнчи пĕр канашлура тĕп хула мэрĕ Алексей Ладыков ПАИ чăрмавлă транспорт хатĕрĕсене эвакуацилеме çителĕклĕ пулăшманни çинчен каланине аса илтерчĕ те - Владимир Романов ку ÿпкеве йышăнмасть. Юр нумаййине пула кашни кĕтесе эвакуаторпа пыма май çук. Тепĕр енчен, нарядсем пур çĕре те ĕлкĕреймеççĕ - вĕсен аварисем пулнă вырăнсене те çитмелле-çке.

Апла пулин те инспекторсем куллен 9-10 транспорт хатĕрне эвакуацилеççĕ. Чăн та, ĕç-пуç кашнинчех машинăна штраф площадкине ăсатасси патне çитмест. Эвакуатор çине çĕклесе хураççĕ кăна - хуçи чупса тухать. Кун пек чухне транспорт хатĕрне ăна тавăрса памалла. «Çавăнпа эпир ăçта юр тасатассине, чăрмантаракан машинăсене эвакуацилеме пултарассине халăха маларахах пĕлтерсе хума тăрăшатпăр - шута илччĕр. Паян, сăмахран, пирĕн инспекторсем Эгер бульварĕнче ĕçлеççĕ», - терĕ Владимир Геннадьевич.

Штраф - çурмалла

Саккун çĕнĕлĕхĕсемпе те кăсăклантăмăр. Нумаях пулмасть ПАИ штрафĕсен çуррине кăна тÿлемелли йĕрке вăя кĕчĕ. Çынсем çак çăмăллăхпа усă кураççĕ те ĕнтĕ. Анчах штрафа йышăну тунă хыççăн 20 кунра тÿлесе ĕлкĕрмелле. Кая юлсан туллин тÿлеме тивет. Влаçсем çакă штрафсене пухассипе çыхăннă çивĕчлĕхе сирме пулăшасса шанаççĕ.

Тепĕр çĕнĕлĕх те парăмсемпе çыхăннă: халĕ штрафсене, ытти парăма татассине вăраха тăсса янисене водитель удостоверенийĕсĕр хăвармалли йĕрке пур. Унпа та усă кураççĕ: «Ĕнер кăна çавнашкал виçĕ материала алă пусрăм...» Чăн та, унашкаллисенчен удостоверенисене туртсах илмеççĕ, документ водитель аллинчех юлать, анчах чару палăртнă май çав çынсен руль умне ларма юрамасть. Ларчĕç-тĕк - çул-йĕр правилисене пăсса çаклансан çийĕнчен удостоверенисĕрех транспорт хатĕрĕпе çул çÿренĕшĕн те явап тытма тивĕ.

Массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем ПАИн иртнĕ çулхи ĕçĕнчи чи курăмлă ăнăçăвĕ пирки ыйтнине хуравланă май Владимир Геннадьевич чи малтан аварисен, вĕсенче вилнисен шутне чакарма пултарнине асăнчĕ. Тата - ĕçтешĕсене упраса хăварнине. Шел те, çул çинче аварисем, йĕркене пăсакансем тĕлĕшпе протокол çырнă, ĕç-пуçа уçăмлатнă чухне ДПС сотрудникĕсем вилнĕ е суранланнă тĕслĕх час-часах пулать. Пĕлтĕр сотрудниксем вилмен. Управлени пуçлăхĕ хăйне пăхăнса тăракансем служба тивĕçĕсене мĕнле пурнăçланипе кăмăллă. Вĕсен ĕçĕ, иккĕленмест вăл, пĕртте çăмăл мар. Калăпăр, умлăн-хыçлăн икĕ çĕр 12-шер сехет çулсем çинче дежурствăра пуласси хăех мĕне тăрать! Ахаль кăна тăмасть вĕт - йĕркене пăсакансене тупса палăртать. Яваплăхран хăтăлма тăрăшакан кашни водитель тенĕ пекех вĕсемпе кăмăлсăрланать, хирĕçет... Çав вăхăтрах сотрудник çынсен нушине, куççульне, вилĕмне курать - тÿсĕмлĕх те, çирĕп кăмăл та кирлĕ.

...Çулталăк вара çăмăл пуç­ланчĕ тееймĕн. Владимир Романов пĕлтернĕ тăрăх - кăрлач вĕçленмен-ха, анчах республикăри çулсем çинче 10 çын вилме ĕлкĕрнĕ те. Шупашкар районĕнче çынсем вилнĕ, Канаш районĕнче çăмăл автомобиль, такси, пысăк грузовикпе çапăннă май виçĕ çын пурнăçĕ татăлнă. «Пĕлтĕр кăрлачра 9 çын вилнĕччĕ...» - çулталăкăн пĕрремĕш уйăхĕнчех хурлăхлă тĕслĕхсем иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен нумайраххине çирĕплетсе пăшăрханăвне палăртрĕ Владимир Геннадьевич. Эппин, кăçал та лăпкă пурнăç пулмĕ...

Николай КОНОВАЛОВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.