Авăнмасăр — малаллах

16 Авăн, 2016

Çĕрпÿ районĕнчи Йĕкĕрварта пурăнакан Мария Михайлова çак кунсенче 90 çул тултарчĕ. Тăхăр теçетке çул пурăнса шуррине те, хурине те пайтах курма тивнĕ. Тен, хурине ытларах та-и?

Мария Михайловна Вăрмар районĕнчи Шутнерпуçĕнче çуралнă.

— Пилĕк хĕр çитĕннĕ эпир. Эпĕ — асли. Чи кĕçĕнни атте вăрçа кайсан çуралчĕ, — тет арçынсăр йывăр пурнăçа аса илнĕ май кинемей.

Ун чухне çĕр те ывăлсене çеç панă-çке. Апла пулин те аслисем хĕрсем çуралнăшăн ÿпкеленине ас тумасть вăл. Амăшĕ те хĕрĕсене чыслăн та хисеплĕн пăхса ÿстернĕ. Пурне те чăваш йăлипе, тупрапа качча панă. Пĕрне çеç, кĕçĕннине, çемье çавăрма пÿрмен. Çав вăхăтрах хĕрарăм пĕтĕм вăйне пухса çурт та лартнă. Мăшăрсăр юлнăран фашиста темĕн чухлĕ те ылханнă-тăр.

Çемье пуçĕ Михаил Иванович вăрçă хирне 1941 çултах тухса кайнă. Шел, таврăнайман. Çулталăкран тăванĕсем вăл вилнине пĕлтерекен хут илнĕ.

— Хамăрăн лаша пурччĕ те аттене Вăрмара унпа леçрĕмĕр. Пĕр каç выртсан ăсатрăмăр. Малтанах çыру та çыратчĕ- ха. Вилнĕ хут килсен анне çав тери хытă макăрнăччĕ. Кайран та час-часах куççульленетчĕ. Çук пурнăçра нумай асапланнă эпир. Çав тери йывăрччĕ. Ÿркенсе ларман, паллах, ĕçленĕ, — каласа кăтартать Мария Михайловна.

Тăватă класс пĕтерсен малалла вĕренме кайман вăл. Амăшĕ те кĕçĕннисене пăхмалла пулнăран аслине хăйĕнчен уйăрма килĕшмен. Мария колхоз уй-хирĕнче те тăрăшнă, сысна та пăхнă. 27 тултарсан, 1953 çулта, Йĕкĕрвар йĕкĕчĕпе Петр Петровичпа пĕрлешнĕ вĕсем.

— Пирĕн яла хĕрпе паллашма пынă вăл. Анчах пике качча пыма килĕшмен. Каялла епле кайăн-ха? Çапла ăна ман пата илсе пынă. Паллашрăмăр. Калаçса килĕшсех, хăнана пырсах, туй йĕрки тусах пĕрлешрĕмĕр. Хĕр вăрласси пулман. Вăл вилни те чылай пулать ĕнтĕ. 1991 çултах уйрăлчĕ пирĕнтен, — кун-çулĕпе паллаштарчĕ ăшпиллĕскер.

Качча килсен бригадăра, чăх ферминче ĕçленĕ вăл. Çăмарта тухăçлă илсе тăнăран пенсие тухсан та тÿрех яман ăна, кайран та чăх-чĕп пăхма темиçе те чĕннĕ.

— Ачамсене çеç упрама пĕлеймерĕм, — тарăн шухăша путать Мария аппа.

Çак самантра ачисене пĕрин хыççăн теприне куçĕ умне кăларчĕ-ши? Чĕринчи тарăн сурансем хăйсем çинчен аса илтерчĕç-тĕр. Петр Петровичпа иккĕшĕ виçĕ хĕрпе виçĕ ывăл çуратнă. Шел, паян вĕсенчен иккĕшĕ çеç пурăнать. Альбина Шупашкарта тĕпленнĕ. Вера Çĕрпÿ районĕнчи Апакассинче тымар янă. Шăпах вĕсем амăшне пăхса тăраççĕ те, пĕччен пурăнаканскерне час-часах килсе пулăшаççĕ.

Мария Михайловна пач пĕччен кун кунлать теме те çук-ха. Ялтах тĕпленнĕ кĕçĕн мăнукĕсем ун патне куллен хăнана кĕреççĕ. Çулла — уйрăмах. Эпир пынă чухне те Никита, Даша тата Ваня кинемей патĕнче хăнараччĕ.

— «Асанне, эпир каллех çитрĕмĕр!» — тесе ирех килчĕç. Юратаççĕ. Унсăрăн анмĕччĕç. Кайнă чухне те сыв пуллашма манмаççĕ, — шăпăрлансене ачашшăн çупăрлать ырă кăмăллăскер.

Хăнасем — ывăлĕн Юрăн мăнукĕсем. Малтанах ывăлĕ çемйипе тĕп килтех пурăннă-ха, каярах ялтах çурт туянса унта куçнă. Çемьере чашăк-тирĕк шăкăртатманни камăн пултăр? Çавăнпах хушăран амăшĕ патĕнче пурăннă ывăлĕ. Пĕр каçхине çемйи патне хăнана мунча кĕме кайнă. Вăхăт каç енне сулăнсан амăшĕ ăна кĕтме пуçланă. Ара, ытти чухне ку вăхăтра таврăннă-çке.

— Кĕтетĕп, кĕтетĕп — çук. Темиçе те тухса пăхрăм. Пĕр хушăран темскер кĕмсĕрт! турĕ. Тухрăм та — Юркка урамрах алăк кутĕнче выртать. Мĕн пулчĕ — пĕлместĕп. Калаçаймарĕ те. Сĕтĕрсе кĕтĕм ăна. Çынран пулăшу та ыйтса ĕлкĕреймерĕм... Ванюш темшĕн çакăнчĕ... Валери эрех ĕçсе наркăмăшланчĕ... Лена чирленĕрен 7 çултах вилчĕ, — ассăн сывларĕ те амăшĕ ачисем çинчен текех калаçасшăн пулмарĕ.

Пĕрин хыççăн тепри килнĕ инкеке епле чăтса ирттернĕ-ши хĕрарăм? Апла пулин те хуçăлман. Чăх-чĕп те тытать, пахчара та хăех тăрмашать паян Мария Михайловна. Пÿрте газ кĕменрен хĕллехи кун ирех тăрса куллен кăмака хутать.

— Апатне те хамах пĕçеретĕп. Газ кĕртме хăрарăм. Ватăлнăччĕ те. Пĕччене кирлĕ мар пекчĕ. Халĕ пушшех те кĕртес çук ĕнтĕ. Кăçал хĕл каçма та ачасем патне каятăп пуль... Ĕмĕр иртет. Пурăнса ирттертĕм. Тепĕр чухне çывăрма выртсан та ыйăх килмест. Тем пирки те шухăшлатăп, таçта та çитетĕп, — аса илĕвĕнче каллех таçта инçете çитрĕ Мария Михайлова.

Татьяна НАУМОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.