"Авăн уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне вырмана вĕçлетпĕр"
Çапла шантарчĕ ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунти кунсерен ирттерекен канашлура
Республикăри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенчен нумайăшĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса пĕтернĕ, çавна май комбайнсем ирĕкленнĕ. Çакна ĕççие хутшăнакан техника йышĕ те аван çирĕплетет.
ЧР Ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх - çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче республикăра вырмана 618 хир карапĕ хутшăннă, виçĕм кун тĕлне вара - 361 çеç. 257-шĕ ĕçсĕр ларать. Вĕсемпе мĕншĕн усă курас мар? Хăш-пĕр хуçалăхра тырă пуссисем комбайна тахçантанпах кĕтеççĕ, анчах кĕтсе илеймеççĕ.
Кĕр пĕлтĕр те йĕпе-сапаллă тăчĕ. Апла пулин те çак вăхăт тĕлне тĕш тырă 98,4% пуçтарма ĕлкĕрнĕ, кăçал - 85,1%. Çĕр улми кăларассипе те самаях кайра пыратпăр: 2013 çулта - 2447, халĕ - 1406 гектар.
Ку эрнери уяр кунсемпе туллин усă курмалла. Вăл нумая пымасть. Кĕр ăсĕ кĕске теççĕ. Çумăр тепре тăкма пуçласан - чавса çывăх та çыртаймăпăр.
Çапах та С.Павлов министр калани пурнăçланасса çирĕп шанатпăр.
В.ВАСИЛЬЕВ.
Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕ
Комментари хушас