Аваллăх малашлăха çул уçать

26 Юпа, 2016

Чăваш наци конгресĕн пайташĕсем Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçченĕсемпе пĕрле хамăр республикăри культурăпа туризм объекчĕсене çитсе курчĕç.

«Чăваш ялĕ» комитет председателĕ Эдуард Бахмисов ертсе пыракан ушкăн чи малтан Шупашкар районĕнчи Янăш шкулĕпе паллашрĕ. Унтан пирĕн çул Элĕкелле выртрĕ. Хăнасене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Лидия Никитина кĕтсе илчĕ. Виталий Филиппов таврапĕлÿçĕ ку хутлăхри 12 ял тăрăхĕ çинчен каласа кăтартрĕ. «Чăваш ялĕ» комитет тăрăшнипе районти кану паркĕнче уявсем йĕркелемелли «Аваллăхăн сÿнми лапамĕ» вырăн тунă. «Эсир — музейĕн пĕрремĕш турисчĕсем. Пирĕн района хăнасем нумайрах килсе çÿрессе чунтан шанатпăр», — терĕ Лидия Михайловна Э.Бахмисова Хисеп хучĕпе чысланă май. Ăсчахсене этнографи комплексĕ кăмăла кайрĕ, вĕсем кĕске тапхăрта пысăк ĕç тунине палăртрĕç.

— Элĕкри хулаш питĕ килĕшÿллĕ те хăтлă. Вăл тăван халăхăн аваллăхне, паянлăхне тата пуласлăхне кăтартакан вырăн. Хăйĕн пĕлтерĕшне нихăçан та ан çухаттăр, пуянлансах пытăр, — терĕ Виталий Станьял таврапĕлÿçĕ.

Чăваш ăсчахĕсем Етĕрне районĕнчи Пупăлькассине те çитсе курчĕç. Унта ЧНК президенчĕн пĕрремĕш заместителĕ Валерий Клементьев пуçарăвĕпе яла хăтлăлатнă, часавайпа асăну комплексĕ тунă. Аркадий Айдакăн тăван ялĕнче те — Тури Ачакра — хăнасене тарават пулчĕç. Хресчен хуçалăхĕн музейĕн директорĕ Людмила Петрова паллă председатель тăрăшнипе тунă музей комплексĕ çинчен каласа кăтартрĕ. Айдак ялĕнче çулçÿревçĕсем кăмакара пĕçернĕ яшкана та астивсе пăхрĕç.

Шупашкар районĕнчи Вăрман Çĕктер çĕрĕ çинчи Чемен хулашне те Эдуард Бахмисов проекчĕпе тунă. Ялти таврапĕлÿçĕ Владислав Эльмен кунта Купрата, Аттилăна, Атăл-паттăра тата авалхи чăвашсен ытти патшине асăнса лартнă керменсемпе паллаштарчĕ. Чемен хулашĕнче çулсерен вун-вун уяв ирттереççĕ. Акă чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕнче унта Кĕр сăрине пухăнĕç.

— Эпир паян аваллăхпа паллашса малашне тумалли ĕçсене палăртрăмăр, — çул­çÿреве пĕтĕмлетрĕ Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Леонид Петров. Хăнасене Чемен çăл­куçĕ «пил» парса ăсатрĕ.

Зоя ЯКОВЛЕВА,

ЧНК пресс-службин ертÿçи

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.