АВАЛАХ ПЫСĂКА ХУРСА ХАКЛАНĂ

Сăмах - алоэ пирки. Унпа тĕрлĕ çĕр-шывра мĕн авалтанпа сиплевре усă курнă. Çак ÿсен-тăран пирки темĕн чухлĕ каласа парсан та паха енĕсене пĕтĕмĕшле уçса пама йывăр. Мĕншĕн тесен вăл питĕ нумай чирпе ăнăçлă кĕрешме пулăшать. Паян хăш-пĕр рецептпа паллаштарар-ха.

  • Кăмăла çĕклет. Кунне 2-3 хут апатчен 30 минут маларах алоэн чĕрĕ сĕткенне 1-ер чей кашăкĕ ĕçмелле.
  • Халсăрлансан, чир хыççăн. 150 грамм алоэ сĕткенне 250 грамм пылпа тата 350 грамм кагорпа хутăштармалла, 4-5 кун лартмалла. Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.
  • Организмĕ вăйсăрланнă ачасене. 100 грамм алоэ сĕткенне 500 грамм вĕтетнĕ аçтăрхан мăйăрĕпе, 300 грамм пылпа, 3-4 лимон сĕткенĕпе хутăштармалла. Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах 1-ер чей кашăкĕ ĕçмелле.
  • Пÿрлĕ шатраран. Ÿте алоэ çулçин шĕвекĕпе çумалла. Çулçа вĕтĕ вакламалла та çур литр кĕленчине çурри таран тултармалла, çиеле сахăр сапмалла. Кĕленче анине марльăпа çыхмалла, 3 кун лартмалла. Унтан хĕрринченех шурă эрех хушмалла, каллех марльăпа çыхса 3 кун лартмалла. Сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла.
  • Витилиго, хăмпăллă дерматоз. Кунне 2-3 хут апатчен 30 минут маларах 1-ер чей кашăкĕ чĕрĕ е консервланă алоэ сĕткенĕ ĕçмелле.
  • Тута, чĕчĕ пуçĕ çуркалансан. 3 апат кашăкĕ алоэ сĕткенне 3 апат кашăкĕ пулă çăвĕпе, 3 апат кашăкĕ сухан сĕткенĕпе хутăштармалла. Шĕвĕ маçа çурмалла уйăрмалла. Пĕр пайне çăнăхпа çăрмалла, пашалу йăваламалла, çĕрлене хирĕç ыратакан вырăна хурса çирĕплетмелле. Ирхине илмелле, çуркаланчăксене эмел курăкĕн чечекĕ е юман хуппи, е календула, вĕлтрен, е шăнăр курăкĕ ярса вĕретнĕ шывпа сăтăрмалла. Ÿт типсен юлнă маçа сĕрмелле.
  • Бронхит чухне. 15 грамм алоэ çулçи, 100 грамм сысна ăш çăвĕ е хур çăвĕ, 100 грамм тăварлă мар услам çу, 100 грамм пыл кирлĕ. Алоэ çулçине вĕтетмелле, ытти çимĕçпе хутăштармалла. Кунне 3 хут 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.
  • Ÿпке чирĕсенчен.

- 150 грамм алоэ сĕткенне 250 грамм пылпа тата 350 грамм кагорпа хутăштармалла. Тĕттĕм вырăнта 4-6 градус ăшăра 4-5 кун лартмалла. Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.

- 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ алоэ çулçине 100 грамм пылпа, 100 грамм сысна е хур çăвĕпе, 100 грамм какаопа хутăштармалла. Вĕреме кĕртмесĕр ăшăтмалла, лайăх пăтратмалла. Ирхине тата каçхине 1 апат кашăкĕ хутăша 1 стакан вĕри сĕте ярса ĕçмелле.

- Пÿрлĕ шатраран сипленме кирлĕ чухнехи пек настойка хатĕрлемелле. Кунне 3 хут апатчен 1-ер апат кашăкĕ сываличченех ĕçмелле.

  • Фарингит, ларингит. Пыра алоэ сĕткенне шывпа çурмалла хутăштарса чÿхемелле е сĕткене ăшă сĕте ярса кунне 3 хут 1-ер чей кашăкĕ ĕçмелле.
  • Хырăмлăхпа вун ик пумăклă пыршă язви. Çур стакан вĕтетнĕ алоэ çулçине 1 стакан сахăрпа е çур стакан ытларах пылпа хутăштармалла, тĕттĕм вырăнта 3 кун лартмалла. Унтан хутăша 1 стакан типĕ хĕрлĕ эрех ярса тĕттĕм вырăнта 1 талăк лартмалла. Настойкăна кунне 3 хут апат умĕн 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.
  • Вар хытсан. Икĕ эрне шăварман алоэн 150 грамм çулçинчен юхтарнă сĕткене кăштах ăшăтнă 300 грамм пылпа хутăштармалла. Кунне 2 хут - ирхине выç хырăмла тата каçхине çывăрма выртас умĕн - 1 апат кашăкĕ хутăша шывпа сыпса ĕçмелле.
  • Вăрах вар хытсан. Çемçетме алоэн пĕçерсе çăратнă сĕткенĕпе - сабурпа - усă кураççĕ. Ăна каçхине 0,1-0,3 грамм ĕçмелле. Витĕмĕ 9-10 сехетрен палăрать.
  • Усал шыçă аптратсан. 5 пай пылпа 1 пай алоэ сĕткенĕн хутăшне пайăрка терапийĕпе сипленĕ хыççăн ÿте сĕреççĕ. Çак хутăшах кунне 3 хут апат хыççăн 1-ер чей кашăкĕ ĕçмелле. Сиплев курсĕ - 1-2 уйăх.
  • Ар вăйсăрлăхĕнчен.

- 100 грамм алоэ сĕткенне, 500 грамм вĕтетнĕ аçтăрхан мăйăрне, 30 грамм пыла, 50 грамм пастернак тымарĕн çăнăхне хутăштармалла, тĕттĕм сулхăн вырăнта упрамалла. Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.

- 150 грамм алоэ сĕткенне, 250 грамм пыла, 350 грамм паха хĕрлĕ эрехе, 100 грамм тÿнĕ типĕ шăлан çырлине, 30 грамм тÿнĕ петрушка çăнăхне хутăштармалла, 1-2 эрне пиçĕхтерсе лартмалла, вăхăт-вăхăтпа силлесе илмелле. Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.

Шута илме: ытла çамрăк алоэн сиплĕх хăвачĕ çукпа пĕрех. Усă курма 1,5 çултан çамрăк марри кăна юрăхлă. Чи пахи - 5 çула çитнĕ ÿсен-тăран.

Асăрханăр!

  • Кирек мĕнле сăлтавпа юн кайсан, пĕвер, ват хăмпи чирлесен, шăк хăмпи шыçсан, варвиттине туртăм пулсан, ача кĕтнĕ юлашки уйăхсенче алоэпе сипленме юрамасть.
  • Алоэ препарачĕсене виçерен ытлашши ĕçсен чĕре, пÿре ыратма, амалăхран юн кайма, геморрой вĕрĕлме, шăкпа юн тухма пултарать.
  • Вар хытнă чухне алоэ сĕткенне палăртнă виçерен ытларах ĕçсен хулăн пыршă шыçма пултарать. Алоэ препарачĕсене кунне 1 грамран ытла ĕçмелле мар, пыршăлăх ĕçĕ пăсăлать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.