«Аттепе аннерен сăн ÿкерчĕкĕсем кăна юлнă»

8 Çу, 2018

«Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче кашнинчех апат пĕçерсе аттепе аннене асăнса çиетĕп, унтан митинга тухатăп. Аттепе аннене асăнмасан кама асăнас манăн? Пĕр Çĕнтерÿ кунĕ те куççульленмесĕр иртмест», — çапла пуçларĕ калаçăва Шупашкар районĕнчи Мошкассинче пурăнакан Маргарита Якимова. 78 çулти хĕрарăм шывланнă куçне шурă тутăр вĕçĕпе вăрттăн шăла-шăла илчĕ.

«Курман эпĕ анне ăшшине, туйман атте çирĕплĕхне. Апай /асаннене çапла калаççĕ ку тăрăхра. — Авт./ пăхса ÿстернĕ мана. Юрать, ачасем пур. Хам пĕччен пулнипе эпĕ Турă панине йăлтах çуратнă, хырăм пăрахман. Халĕ çак ачасемпе савăнса пурăнатăп», — калаçăва сыпăнтарчĕ Маргарита Андреевна. Çав вăхăтрах хăй амăшĕпе ашшĕн, ашшĕн шăллĕн стенаран тирпейлĕ çакнă портречĕсем çине пăха-пăха илчĕ. Шап-шурă кĕпе тăхăннă, шурă саппун çакнă, шурă тутăр çыхнă амăшĕ те, хура костюмпа шурă кĕпе тăхăннă ашшĕ те, салтак тумĕллĕ тăванĕ те ытарма çук хитре. Çапла пулмасăр — ара, вĕсем пурте çамрăк-çке. Хаяр вăрçа пула кун-çулĕ ир татăлнă. Телейлĕ пулма пÿрмен вĕсене. Юрĕ, йĕркипе каласа парар.
Маргарита Якимовăн ашшĕ Андрей Тимофеев 1910 çулта Шупашкар районĕнчи Мошкассинче çуралнă. Çĕньял шкулĕнче 4 класс пĕтернĕ. Анлă тавра курăмлă, пултаруллă çамрăка колхоз председательне суйланă. Каярахпа, Чăрăшкассисемпе пĕрлешсен, «Красная революция» колхоза ертсе пынă. Андрей Тимофеевич Якутар хĕрне Феклăна качча илнĕ.
«Эпĕ çуралсан, 1940 çулта, аттепе анне Финляндие тухса кайнă. Анчах çĕнĕ çĕрте анне пилĕк уйăхранах юн кайнипе вилнĕ. Атте пĕчĕк ачапа тăрса юлнă. 1941 çулта аттене вăрçа илнĕ, анчах пĕчĕк хĕрне никампа та хăварма çук. Вара вăл мана апай /Александра Федорова. — Авт./ патне леçнĕ те хăй вăрçа кайнă. Атте рядовой пулнă. 1942 çулта çапăçу хирĕнче вилнĕ вăл. Çывăх çыннăма ăçта пытарни те паллă мар. Апай 78 çула çитиччен пурăнчĕ. Унăн тăватă ывăл пулнă. Икĕ ывăлĕ маларах килте вилнĕ, иккĕшĕ вăрçăра пуç хунă», — каласа пăлхантарчĕ Маргарита Андреевна.
Маргарита Якимова пĕл¬тернĕ тăрăх, ашшĕн шăллĕ Николай Тимофеев 1917 çулта çут тĕнчене килнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине малтанхи кунсенчех кайнă. Утлă çарта пулнă. 1941 çулхи юпа уйăхĕнчех вилнĕ. Николай Тимофеевичăн та пытарнă вырăнĕ паллă мар. Çывăх çыннисем шыраттарнă ăна — пĕрех тупайман. Николай Тимофеев авланса та ĕлкĕреймен. «Юрать, асăнмалăх сăн ÿкерчĕкĕсем пур», — тет ассăн сывласа Маргарита Андреевна. Сăн ÿкерчĕксене Маргарита Якимовăн хĕрĕ Эльвира Альмешкина «Вилĕмсĕр полк» акци валли пысăклаттарнă. «Асăннă акцие Мошкассинче те, Çĕньялта та кашни Çĕнтерÿ кунĕнчех ирттеретпĕр. Малтанхи çулхине уйрăмах вăйлă пулнăччĕ вăл, 50-60 çын та пухăннăччĕ. Ватăсем çывăх çыннисене аса илсе макăраççĕ. Анне те макăрмасăр чăтаймасть. Кукаçипе пиччен Николай Тимофеевичăн ячĕсене ялти палăк çине çырнă. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче палăк патне пуçтарăнсан яланах вулатпăр. Кашниншĕнех хăйĕн тăванĕн ятне илтни паха», — шухăшне палăртрĕ Эльвира Викторовна.
Маргарита Якимова Çĕнь¬ялти шкулта 7 класс пĕ¬тер¬нĕ. Вун саккăрта Патирек каччине Виктор Якимова качча тухнă. Вĕсем Мошкассинчех, Маргарита Андреевнăсен килĕнчех, пурăннă. Виктор Якимов та тăлăх пулнă. Телейлĕ мăшăр 5 ача — тăватă хĕрпе пĕр ывăл — пăхса ÿстернĕ. Галина — Шупашкарта, ыттисем пурте тăван ялĕнчех пурăнаççĕ. Çемье пуçĕ — шоферта, кил хуçи хĕрарăмĕ газооператорта вăй хунă. Шел, 74 тултарсан Виктор Якимов юратнă çемйинчен яланлăхах уйрăлса кайнă.
«Маларах шăпам телейсĕр пулнишĕн питĕ кулянаттăм, ялан макăраттăм. Каярахпа, ачасем ÿссен, лăплантăм. Халĕ ачасемпе, мăнуксемпе хĕпĕртетĕп. Пĕтĕм савăнăç вĕсемпе çыхăннă. Эльвирăпа Наташа культура тытăмĕнче ĕçлеççĕ. Ура сурсан та мана пĕр мероприятирен те хăвармаççĕ», — пытармарĕ Маргарита Андреевна. «Атте ал ĕçне маттур пулнă. Тимĕрçĕ ĕçне те, платникăнне те пултарнă. Çамрăк чухне купăс каланă, анне ташлама юратнă. Сăран пушмакĕ шăтичченех ташланă», — каласа кăтартрĕ Эльвира Викторовна.
Хаяр вăрçă кашни килех хурлăхпа инкек илсе килнĕ. Кашни çемьерех çапăçу хирĕнче пулнисем, пуç хунисем пур. Вĕсене, пире мирлĕ пурнăç туса панисене, манмастпăр, асрах тытатпăр. «Паттăрсене асăннă чухне хамăр Тимофеевсем патне çитсен халăх илтмелле, хыттăнрах вулас килнĕ пек туйăнать. Те хамăр тăван пулнипе, те вăрçăра чи малтанхисен йышĕнче вилнипе, те вĕсем телей курайманнишĕн чун ыратнипе? Анчах вĕсем маларах çуралнипе вăрçа малтан лекнишĕн пурнăç айăплă мар. Вĕсем авланса çемьепе те пурăнайман. Кукаçин ав мăшăрне пытарма, пĕчĕк ачине пăрахса вăрçа кайма тивнĕ. Вĕсем пирки çамрăк ăру ытларах пĕлтĕр тесе тăрăшатăп. Çĕнтерÿ кунне хатĕрленнĕ май ачасене сăвă калама вĕрентнĕ чухне малтан аттесем пирки каласа паратăп. Шăппăн итлеççĕ, йăлтах ăнланаççĕ. Унтан сăввисене чун витĕр кăларса калама хăнăхаççĕ», — пытармарĕ Мошкасси клубĕн заведующийĕ Эльвира Викторовна.
Роза ВЛАСОВА.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.