Аттепе анне пур енпе те – ырă тĕслĕх

Асамат Балтаев Шупашкарта çуралса ÿснĕ. Çамрăк-ха, 25 çулта çеç. Апла пулин те ун çинчен каласа кăтартмалли пайтах. 2007 çулта Герман Лебедев ячĕллĕ интернат лицейрен вĕренсе тухсан Чехири Турнов хулинчи ÿнер промышленноçĕн вăтам шкулĕнче гравюра енĕпе тăватă çул вĕреннĕ. 2014 çулта Нисоу çинчи Яблонецри аслă пĕлÿ паракан медальер шкулне пĕтернĕ. 2013 çулта Чехипе Словакире ирттерекен медальерсен конкурсĕсене хутшăнма пуçланă. Хальхи вăхăтра Турноври малтан пĕлÿ илнĕ шкулта медальер енĕпе вĕренет. Асаматпа темĕн çинчен те калаçма пулать. Унăн хăйĕн шухăшлавĕ, тĕнче курăмĕ ÿсĕмне кура мар анлă. Каччăпа Чăваш наци музейĕнче унăн «Укçа искусстви» куравĕнче тĕл пултăмăр. Чехла, акăлчанла, вырăсла шыв юхнă пек пуплекенскер хăйĕн çинчен тăван чĕлхепе тĕрĕс те тап-таса шакăртаттарса каласа кăтартрĕ.

Яланах шыравра. Пĕлÿ тем чухлĕ тарăн пулсан та пултарулăх çынни çак йĕркерен пăрăнмасть. Асамат, унăн ашшĕпе амăшĕ, чăваш ÿнер искусствине çĕклес тĕлĕшпе пысăк ĕçсемпе палăрнă Николайпа Людмила Балтаевсем, вĕсен мăн-мăн аслашшĕсем çаплах тунă: хăйсем мĕн пĕлнине ачисене парса пынă, лешсем — хăйсен ачисене. Акă Николай Михайлович йăхнех илер. «Балта» сăмах тутарла платник тенине пĕлтерет. Елчĕк районĕнчи Питтĕпелти Палттайсен çичĕ сыпăкĕ ал ĕçĕпе пурăннă, ахаль платникрен чаплă ювелир таран çĕкленнĕ.

Асаматăн аслашшĕ Михаля та ĕмĕрне тимĕрç лаççинче ĕçлесе ирттернĕ. Ывăлĕ Микуç та /Асаматăн ашшĕ/ мĕн пĕчĕкрен ун таврашĕнче тăрмашнă. Ăна вăл хăйĕн вĕрентекенĕ пек хаклать. Ăсталăхĕпе пултарулăхĕ енĕпе вĕренекенĕ учителĕнчен ирттернĕ. Пултарулăх, ĕç çине вăл паянхи шайпа, дизайн куçĕпе, эстетика виçипе пăхать. Питĕрти Мухина ячĕллĕ ÿнер промышленноçĕн аслă училищинче тимĕрпе ÿнер шайĕнче ĕçлеме вĕреннĕ. Практикăра Чехири Турнов хулинчи ÿнер промышленноçĕн шкулĕнче пулнă. Кунта пысăк, чăн-чăн профессионалсем ĕçленине Микуç тÿрех туйнă. Ывăлĕ шкул хыççăн унăн çулне суйласан Балтаев-аслин ăна пĕлÿ илме ăçта ярасси пирки иккĕленÿ пулман. Чехла пĕр сăмах та ăнланман чăваш ачи шăпах вунă çул каялла Турнов хулинче ăсталăха туптама пуçланă. Гравюра, ювелир ĕçне тарăн тĕпченĕ. Тĕпченĕ кăна мар, çак енĕпе каччă тĕлĕнмелле пысăк çитĕнÿсем тунă.

Несĕлсем те асрах. Турновра вĕреннĕ çулсенче Чех кĕнеке издательствин конкурсне хутшăнса икĕ кĕнекене хăйĕн ÿкерчĕкĕсемпе илемлетнĕ. Диплом умĕнхи ĕçĕ — Палттай йăхĕн, диплом ĕçĕ — чехсен наци паттăрĕн Ян Жижкăн медалĕсем.

Чехсен укçа керменĕ Яблонецра вырнаçнă. Тĕрĕссипе, медальер енĕпе аслă пĕлÿ паракан шкула та Ян Жижках 1993 çулта никĕсленĕ. Паллах, хăйсем валли специалистсем хатĕрлес тĕллевпе. Студентсене вĕреннĕ вăхăтрах çак ĕçе явăçтарас енĕпе Укçа керменĕ семестрсен вĕçĕнче пурне те пĕр тема парса тĕрĕслев ĕçĕсем пурнăçлаттарать. Чи лайăххисене, 1-3-мĕш вырăна тухнисене, укçан преми парса хавхалантараççĕ тата вĕсен ĕçĕсене кĕмĕл е ылтăн медаль туса кăлараççĕ. Пирĕн Асамат çав чыса пĕрремĕш тата иккĕмĕш курссенче тивĕçнĕ. Малтан Раби замокне ÿкерсе кăтартнă, унтан ăна тăмран калăпланă тата çавна гипсран юхтарнă. Çав калăпа Укçа керменĕнче тăватă хут пĕчĕклетсе кĕмĕлтен тата ылтăнран укçа çапса хатĕрленĕ. Асамат студент кăна пулсан та — кермен çумĕнчи чи лайăх медальерсен йышĕнче. Çавăнпа ун валли саккас яланах пур. Чехсен наци банкĕпе те çыхăну тытать ентешĕмĕр. Унта та унăн ÿкерчĕкĕсемпе кун çути курнă медаль темиçе те.

Куравра — 46 ĕç. Вĕсене кĕмĕлтен, ылтăнран, йĕсрен, пăхăртан тунă. Малалла вулас...

 

Надежда СМИРНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.