«Атте — вăрçăра, эпĕ салтакра пулнă»
РФ Конституцийĕнче çĕршыв территорине пайламасăр упраса хăварасси, патриот воспитанийĕ парасси, Раççей гражданĕсен вăрçăсăр пурăнма ирĕк пурри чи пĕлтерĕшлĕ тӳрлетӳсен шутне кĕреççĕ. Çавăн пекех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин астăвăмне упраса хăварасси те вырăнлă. «Çĕршыва уйăрмасăр упраса хăварасси патриот воспитанийĕ парассипе çыхăннă ыйту пекех кирлĕ. Вăл Тăван çĕршыва, халăха, культурăна, историе хисеплессине, юратассине вăйлатать. Маншăн, ĕмĕре Тăван çĕршыва хӳтĕлессине халалланăскершĕн, çак тӳрлетӳсем уйрăмах çывăх», — палăртнă Раççей Геройĕ Вячеслав Бочаров.
Гаврил МЕДВЕДЕВ, Патăрьел районĕнчи Аслă Чемен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
— РФ Конституцийĕнчи патриотизм темипе çыхăннă улшăнусемшĕн икĕ аллăма çĕклетĕп. Эпĕ хăй вăхăтĕнче Мускав çывăхĕнче хĕсметре тăнă. Каярахпа шкулта ачасене физкультура вĕрентнĕ. Атте Федор Медведев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ пулнă. Шел, 1974 çулта пирĕнтен уйрăлса кайрĕ вăл. Аттепе яланах мăнаçланнă эпир, халĕ те мăнаçлантпăр. Аттен тата ялти салтаксен паттăрлăхне ĕмĕр-ĕмĕр асра тытатпăр. Манăн шухăшпа, ачасене аслашшĕ-кукашшĕ çинчен ытларах каласа кăтартмалла. Тĕрĕссине пĕлччĕр вĕсем. Паттăрсене асра тытчăр, вĕсемпе мăнаçланччăр, вĕсем пек пулма тăрăшчăр. Чи кирли — Тăван çĕршыва юратчăр. Çавăнпа шкулта та, вузсенче те патриотизм темипе çыхăннă мероприяти ытларах ирттерсен аван. Кашни çыннăн вăрçăсăр пурăнма ирĕк пур. Çĕр чăмăрĕ çинче яланах мирлĕ тӳпе пултăр.
Комментари хушас