Атте таврăнмарĕ...

2 Пуш, 2020

Аслă Çĕнтерÿ кунĕ çывхарса килет... 75 çул тултарать кăçал чаплă çак кун. Вăл çитсе пынăçемĕн иртсе кайнă хăрушă вăрçă кунĕсем ытларах та ытларах аса килеççĕ.

Аттене тискер вăрçа ăсатса янине паян пулнă пекех куратăп. Питĕ ăшă та хитре çу кунĕ. Аттене ял чиккине çити ăсататпăр. Ялтан тухса сăрт çине хăпартăмăр. Ыраш пиçсе çитнĕ. Пучахĕсем аттене пуç тайнă пек енчен-енне суллана-суллана илеççĕ. Ял чиккине çитсессĕн атте мана, кĕçĕн ывăлне, йăтса илчĕ те хăй çумне пăчăртарĕ, икĕ питрен те чуптурĕ. «Пĕлетĕп, эсĕ пирĕн йăх-ăру ятне ямăн!» — терĕ...
Аттен çак сăмахĕсене эпĕ нихăçан та манман. Чи йывăр кунсенче вĕсем мана çăлăнăç çулĕ çине илсе тухакан асамлă вăй пек туйăнатчĕç.
Унтанпа вара эпĕ аттене урăх курман... Çук, çук... тĕлĕкре кураттăм-ха ăна. Уйрăмах чирлесен-мĕн тусан. Пуçран ачашласа тĕлĕкре те çапла калатчĕ вăл: «Пĕлетĕп, эсĕ пирĕн йăх-ăру ятне ямăн!» Çак сăмахсем вара мана темле асамлă эмел панă пекех туйăнатчĕç.
Атте Сталинградри хаяр çапăçусене те хутшăннă, питĕ йывăр аманнă, тăнсăр пулса ÿкнĕ. Ăна вилнĕ тесе шухăшланă. «Вилнĕ» тесе çыру та янă. Санитарсем ăна, тăнсăр выртакана, тупса санчаçе илсе кайнă. Вилнĕ çыру янине пĕлсессĕн хăй чĕрĕ юлни çинчен пĕлтерме васканă. Атте çырăвĕ те, вилнĕ çырăвĕ те пĕр кунта çитнĕ киле...
Çакăн хыççăн мана атте таврăнас пек туйăнатчĕ. Çĕрле, çывăх çыннăм таврăнсан шаккаса ан тăтăр тесе, эпĕ алкум алăкĕн питĕркĕçне никам сисмелле мар уçса хураттăм. Çук çав, атте таврăнмарĕ…
Сывалсанах каллех вăрçă хирĕнче пулнă вăл. Курск патĕнчи хаяр çапăçура тепре аманнă. Сывалсан каллех вăрçа кĕнĕ. Беларуçе ирĕке кăларнă çĕрте пулнă, Польша çĕрне çитнĕ. Люблин хулинчен инçе мар пуçне хунă — 1944 çулхи утă уйăхĕн 24-мĕш кунĕнче. Ăна ăçта пытарнине пĕлтерсе, вил тăпри çине унăн ятне-шывне, хăçан пуç хунине палăртса, хăмаллă пысăк юпа лартни çинчен аттен юлташĕсем çырса янăччĕ. Лайăх, ырă кăмăллă çын пулнă çав атте. Юлташĕсем юратнă та, хисепленĕ те ăна.
Çак çырăва ман вăталăх Иван пичче аслă пичче патне янă. Аслă пичче Петр Николаевич 17 çултах вăрçă хирне тухса кайса салтак атти тăхăннă. Вĕсене ун чухне шăп та лăп Люблин хули çывăхне çĕнĕрен путарăнса йĕркеленме илсе тухнă. Шăллĕн çырăвне илсессĕн вăл, командирĕ ирĕк панипе, аттен вил тăпри çине кайса килнĕ.
Петр Николаевич йывăр аманса госпитальсенче чылай сипленнĕ хыççăн киле таврăнчĕ. Пире, ачасене, атте вил тăпри çинче пулнине каласа кăтартрĕ.
Çапах та эпĕ, ача ăсĕпе, аттене кĕтме пăрахман. «Тен, вилнĕ çырăвне тĕрĕс мар янă пуль», — теттĕм. Аттене асăнса, ăна килтерес тесе тем тĕрлĕ сăвă çыраттăм. Вĕсенчен пĕри упранса юлнă, «Салтак килет» ятлă вăл.
Салтак килет...
Эп аттене кĕтетĕп
Тискер, хăрушă, юнлă вăрçăран.
Салтак килет...
«Атте!» тесе чĕнетĕп,
Чупатăп ун енне мĕн пур вăйран.
Салтак килет...
Чупатăп та чупатăп,
Анать вăл мана хирĕç
сăрт çинчен.
Ыталаса илес тесе
алла саратăп,
Анчах...
Салтак патне çитме çук
темĕнччен.
Мĕн пур вăйран эп тăвалла
вĕçетĕп.
Салтак та васкатать хăй уттине.
Анчах...
Çаплах чупса эп çитейместĕп,
Салтак та çитеймест
Хăй ывăлĕ патне.
Ку сăвва эпĕ 1946 çулта, виççĕмĕш класра вĕреннĕ чухне, çырнă. Вăл шăп та лăп виççĕмĕш класс тетрадĕнче упранса юлнă.
Ÿссе çитсен эпĕ, аттен вил тăпри мĕнле упраннине пĕлес тесе, «Штандар люду» хаçата тата Польша пионерĕсем патне çыру ятăм. Польша пионерĕсене харцер тетчĕç. Çырăва вуласан вĕсем мана атте вил тăпри епле упраннине пĕлтерчĕç, хăйсен патне чĕнчĕç.
Эпир вара аттене пуç çапма аннепе иксĕмĕр Польшăна тухса кайрăмăр. Пире унта питĕ лайăх кĕтсе илчĕç. Пур çĕре те илсе кайса кăтартрĕç, хăна турĕç. Атте çинчен те, эпир пыни çинчен те питĕ нумай хаçатра çырчĕç, радиопа калаçтарчĕç, телекуравпа кăларăм хатĕрлесе кăларчĕç. Çапла çав: ырă çын нихăçан та манăçмасть. Ырă тунă çынна ĕмĕр-ĕмĕр асра тытаççĕ, хаяр кĕрешÿре халăх телейĕшĕн пуç хунисене нихăçан та манмаççĕ.
Эпĕ кайран та атте вил тăпри çинче темиçе те пултăм. Малтан вăл уйрăм çĕртеччĕ. Кайран, Люблин хулинче совет салтакĕсен масарне тусассăн, поляксем аттене çавăнта илсе куçарса пытарнă, палăк лартса, ятне-шывне çырса хунă.
Поляксем — паттăрсене хисеплеме пĕлекен халăх. Эпир юлашки вăхăтра вĕсен пуçлăхĕсем ăçта май килнĕ унта совет салтакĕсен вил тăприсене пăснине, палăксене çĕмĕрме тăрăшнине те куртăмăр. Анчах çынсем тăванлăха упрама тăрăшаççĕ. Люблин хулинчи совет салтакĕсен масарне те юратса пăхса тăраççĕ, тивме памаççĕ. Пирĕн аттен вил тăприне Новыстав шкулĕнче ĕçлекен учительсемпе вĕренекенсем пăхса тăраççĕ. Пĕлетпĕр, пĕлтĕр те, атте хаяр çапăçура пуçне хунă кун, утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче, аттен палăкĕ умне виçĕ çурта пырса çутнăччĕ, ÿкерчĕкне те ярса панăччĕ.
Иртнĕ кĕркунне атте вил тăпри çине пирĕн аслă хĕрĕн Илемпин ывăлĕ Георгий Гребенщиков çитсе килчĕ. Вăл вырăнти çынсемпе те калаçнă, Польша ирĕклĕхĕшĕн кĕрешсе пуç хунă совет салтакĕсен Люблин хулинчи масарне тасатса тăнине курса савăннă. Малалла вулас...
www.hypar.ru
ЮХМА Мишши,
Чăваш халăх писателĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.