Атте пилĕ

Альбина Мышкина çыравçă хăйĕн хайлавĕсенче паянхи çамрăксен кăмăл-туйăмне, шухăш-ĕмĕтне туллин уçса парать. Пурнăçри юратупа вилĕм, ултавпа курайманлăх, укçа-тенкĕ тыткăнне çакланнă яшсемпе хĕрсене чĕрери ĕненÿ малалла талпăнма хăват панине витĕмлĕн кăтартать.
«...Вăхăт çитсессĕн нумайăшĕ пулĕ. Пĕчченлĕх тунсăхĕ. Амăшлăх телейĕ... Пурте пуян. Анчах ырату чĕререн сирĕлмĕ. Çак ырату çапса ярсассăн çĕкленме, ÿксессĕн тăма пулăшĕ. Çухату чуна хытарĕ, йывăрлăхсене çĕнтерме, пуçа пĕкмесĕр утма вĕрентĕ. Çакă пурте малашне пулĕ...» — çырать автор тĕп сăнар пирки «Атте пилĕ» повеçре.

Атте пилĕ

Пуш уйăхĕн пĕрремĕш кунĕсем. Çанталăк çур еннелле кайнă. Анчах хĕл те парăнасшăн мар-ха. Кăнтăрла ăшă, çĕрле вара çаплипех сивĕ.
Паян канмалли кун. Чаршав хыçĕнчи вырăн çинче выртакан Алюнкка ура çине тăма васкамарĕ. Çĕр каçа пÿрт самаях сивĕннĕ. Çавăнпах хĕрачан утиял айĕнчен те тухас килмерĕ. Акă малти пÿртре такамăн утти илтĕнчĕ. Ашшĕ выльăх-чĕрлĕхе ирхи апат парса кĕчĕ пулас. Алюна кантăк еннелле çаврăнчĕ. Пысăках мар чÿрече куçĕнчен янкăр таса тÿпе курăнать. Паян çанталăк уяр та ăшă пулать пулĕ...
Мĕн вăхăт çитнине хĕрача чухлаймарĕ. Унăн ĕнтĕ ыйхи тулнă. Утияла сирсе ăшă кĕпе, çăм чăлха тăхăнчĕ. Вырăн çинчен анас тесе урине çĕрелле уснăччĕ ĕнтĕ...
— Аннÿ вилнĕ...
Ашшĕн сасси лăпкăн, типпĕн илтĕнчĕ. Шăкăл-шăкăл калаçса тумланакан ачасене усал хыпар чĕлхесĕр туса хучĕ. Вĕсем пĕр-пĕрин çине пăхма та шикленчĕç. Анчах кăшкăрса йĕрекен пулмарĕ. Ашшĕн сăмахĕсем мĕне пĕлтернине хальлĕхе нихăшĕ те ăнланса илеймерĕ.
Шăллĕпе йăмăкĕ хыççăн Алюнкка та хыпаланса ура çине тăчĕ, диван çинче пĕр хусканусăр выртакан амăшне курни ăна каялла чаршав хыçне пытантарчĕ. Çак самантра вун пĕр çулти хĕрача чунĕнче мĕн пулса иртнине каласа кăтартма çăмăл мар.
Çук. Çу-ук! Суя... Пулма пултараймасть! Хăйĕн пĕртен-пĕр тĕрекĕ, шанăçĕ çапла пĕр самантра арканнине Алюнкка çаплах ĕненмерĕ. Çук! Анне сутăнчăкла пăрахса кайма пултараймасть. Анне вăйлă. Вăйсăр пулма пултараймасть...
Çĕр тĕрлĕ шухăш, пин тĕрлĕ сăмах. Хĕрачан чунĕ мĕн илтнине йышăнмарĕ. Амăшĕ часах вăранать. Вăранать! Ак çĕкленĕ те кăштăр-кăштăр утса хуран çакса ярĕ, çăнăх алласа чуста хурĕ, вара кукăль, тутлă кукăль, пĕçерсе кăларса пĕтĕм çемйине сĕтел хушшине чĕнĕ… Амăшĕ ывăннă. Ыйхи тарăн...
— Хĕрĕм, çаплах ан хуçăл, — хыпар ытла хăрушă пулнăран хытса кайнă хĕрне хăй çумне чăмăртасшăн аллине тăсрĕ Хĕветĕр.
Алюнкка карт! туртăнса ун ытамĕнчен пăрăнчĕ. Хăй умĕнче тăракан сарлака хул-çурăмлă, лутра кĕлеткеллĕ ашшĕне пĕрремĕш хут курнăн тĕсесе пăхрĕ. Куçĕнчен шикленÿпе курайманлăх вут-хĕмĕ сирпĕнчĕ. Тинех куçĕ шывланчĕ. Хĕра-чан вăйлă-вăйлă кăшкăрса чунри ыратăва кăларас килчĕ. Кăшкăраймарĕ... Вăрт çеç пăрăнса ашшĕ çумĕнчен малти пÿрте тарчĕ. Çаплипех диван çинче выртакан амăшĕ çине куç хÿрипе пăхма та хал çитереймерĕ.
; ; ;
Хăй çумĕнчен тÿрккессĕн пăрăннă хĕрĕн куçĕнче курайманлăх вылянине Хĕветĕр сисмерĕ мар, апла пулин те çакна вăл курмăш пулчĕ. Унăн, ĕнтĕ аллă урлă каçнă, пурнăçра хурине те, шуррине те сахал мар курнă арçыннăн, хуйхи темле пысăк пулсан та ачан çухатăвĕ тата пысăкрах. Хĕветĕр арăмне кăна çухатрĕ, унăн ывăл-хĕрĕ вара — амăшне. Хăй те тăван мар амăшĕпе çитĕннĕрен вăл Алюнкка чунĕнче мĕнле тăвăл вылянине пĕлмерĕ мар. Ахальтен-ши, арăм вилсен тепри алăк хыçĕнчех теççĕ. Анне вара тепре пулмасть. Алăк хыçĕнче те, умĕнче те...
Çаплине çаплах та-ха, анчах Хĕветĕре те тăмран йăваламан-çке. Унăн та чунĕ çурăлса каясла ыратрĕ. Унăн та ÿлесе кăшкăрас, çĕр çинче йăваланса макăрас килчĕ...
Çук... Сакăр ача ашшĕ чунне çемçелме памарĕ. Куçран куççуль кăлармарĕ. Тутине тачăрах тытса шăлне çыртрĕ. Пĕтĕм вăя пĕр чăмăра пуçтарнăн хăй аллине хăй вăйлăн чăмăртарĕ. Пÿрнисем ыратса шăтăртата пуçличченех. Çак ырату арçыннăн чунне кăшт çăмăллатрĕ. Чаршав хыçĕнчен тухса арăмĕ умне пыма хал пачĕ.
Кашни ĕçĕн йĕрки пур теме юрататчĕ Алюнкка амăшĕ мĕн те пулин тунă чухне. Йĕрке... Йăла...
Ĕнтĕ виççĕмĕш çĕр хĕрлĕ хăмачпа сырнă тупăк пÿрт варринче ларать. Çĕрле те, кăнтăрла та ун умĕнчен çын татăлмасть. Кÿршисем, тăванĕсем, пĕлĕш таврашĕсем вилепе сывпуллашаççĕ. Пĕри кĕрет, тепри тухать...
Алюнкка та пĕрехмай тупăк таврашĕнче пулчĕ. Анчах çывăха пыма хăрарĕ. Вилнĕ çын кĕлетки ăна хăратрĕ. Тупăкра юратнă амăшĕ выртни те хĕрачан çак туйăмне сиреймерĕ. Вăл аяккарах тăма, виле çине сахалтарах пăхма тăрăшрĕ.
Çапах та вăхăт-вăхăтпа тупăк умнех, пуçĕ патне, пырса тăчĕ хĕрача. Çакăн пек самантсенче унăн кашни клетки вилĕм шăршипе тулса хăпарчĕ: пуçĕ сĕрĕмленчĕ, кĕлетки вăйсăрланчĕ, куçĕ хуралса суккăрланчĕ. Чĕри ырата-ырата кайса сывлама чăрмантарчĕ. Никама курмасăр, ниме туймасăр йăвалана-йăвалана макăрчĕ вара хĕрача. Уншăн пĕтĕм тĕнче ишĕлсе арканчĕ...
— Ача халран ан ÿктĕрччĕ çеç ĕнтĕ... — хаш! сывларĕ тахăшĕ.
— Ах, хуйхи ытла пысăккă-çке...
Пÿртрисем сăмах чĕнмерĕç. Алюнкка та макăрма чарăнчĕ. Çук, унăн куçĕ типмерĕ-ха, анчах халĕ вăл паçăрхи пек ăнтăлса йĕмерĕ. Тулли пÿртри чуна пусаракан шăплăх, тĕттĕмлĕх ытамне пытаннă тавралăх хĕрача асĕнче ĕнтĕ ĕнерхи куна юлнă асаилÿсене çĕнĕрен хускатрĕ. Савăк та илемлĕ асаилÿсем...
...Пĕтĕм çемье каçхи апата вăрăм сĕтел хушшине пухăнса ларнă. Сак тулли ача-пăча. Амăшĕ апат антарать, ашшĕ çуллă чăх какайне пайлать.
— Мана тукмакки, мана тукмакки! — аллисене тăса-тăса минретеççĕ кĕçĕннисем. Ашшĕ нихăшĕн кăмăлне те хăварасшăн мар. Такмакла-такмакла кашнин умне пĕрер татăк хурать вăл. Малалла вулас...

Альбина МЫШКИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.