Атнарсен юмах тĕнчи

"Ав çав кăтарту хăминчен пирĕн тăрăх пуçланать. Ăна эпир республикăра чи малтан вырнаçтартăмăр, - Атнар ял тăрăхĕпе çакăнтан паллашма тытăнтăм. Вырăнти администраци пуçлăхĕ Александр Кузнецов халăхпа пĕрле пурнăçланă ĕçсем пирки хавхаланса калама тытăнчĕ. - Çул хĕрринчи кашни чарăну патĕнче "нушник", çÿп-çап пăрахмалли савăт лартрăмăр, йăлтах сăрларăмăр. Асăрхăр-ха, çул хĕрринчи пĕчĕк вăрман епле таса, йывăçсене акшарпа шуратнă".

Чун ыйтни

Шупашкартан Хĕрлĕ Чутая килекен ГАЗель чÿречинчен тинкернĕ май талккишпех хăрăк-харăк йăваланни, çÿп-çаппа тулса ларнă масарсем, пытармастăп, чуна хурлантарнăччĕ. Атнар тăрăхне çитсен урăх çĕр-шыва лекнĕнех туйăнчĕ. Хыт-хурапа витĕннĕ уй-хир, çÿп-çаппа тулнă çырма-çатра кунта кураймăн. Тасалăх - чи малти вырăнта. Çынсен пахчинче çум курăк ашкăрсан та ял тăрăхĕн пуçлăхĕ çийĕнчех асăрхаттарать-мĕн. Администраци çурчĕн умĕ те парк евĕрех. Çулла тĕрлĕ чечек ешерет, шыв сикки хĕвел шевлинче çичĕ тĕспе вылять. Хĕлле çав вырăна шурă мамăк айĕнче тĕлĕрекен туйăсемпе чăрăшсем илемлетеççĕ, Хĕл мучипе Юр пике кĕлеткисене куç ывăтмасăр иртеймĕн. Юмахри сăнарсене ăсталамашкăн пĕрремĕш юртанах кÿлепе тунă ĕнтĕ, вĕсене касса кăларĕç, сăрласа эрешлĕç.

Вунă çул каялла кăна-ха культура керменĕ тăрринчен шыв аннăран пÿлĕмсем сăнсăрланнă. Тахçан юхăнса ларнă çурта халĕ паллама та çук. Йăлтах юсанă, çĕнетнĕ. Фойере Александр Николаевич Тăван çĕр-шыв вăрçин паттăрĕсене халалланă нихăçан сÿнмен çулăма çутрĕ. Кунтах шыв сикки те шăнкăртатать, куршакра саркаланса çитĕнекен чечексем илем кÿреççĕ. Пÿлĕмре баян сасси илтĕнет. "Журналист килнĕрен ĕçлĕ курăнаççĕ тесе ан шухăшлăр, кашни кунах репетици ирттереççĕ", - шÿтлекелет хуçа. Геннадий Орлов ертсе пыракан халăх ятне тивĕçнĕ "Айхол" хора çÿрекенсем черетлĕ фестивале хутшăнма хатĕрленетчĕç. Атнар культура çуртне республика программипе усă курса 2009 çулта çĕнетнĕ. Патшалăх уйăрнă укçапа техника, сцена, артистсен костюмĕсем туяннă.

Коридорти лампочкăсем çын утнă май çутăлаççĕ, çакă энергие перекетлеме пулăшать. Атнарсем ку енĕпе те пуринчен малта пыраççĕ.

Йĕркене тĕпелтен пуçламатума хушнă ваттисем. Хăвăн килÿнте тирпейсĕрлĕх хуçалансан ыттисене унпа кĕрешме вĕрентеймĕн. "Чи малтан халăха тĕслĕх кăтартмалла пирĕн, çавăнпа ĕнтĕ тавралăха таса тытма тăрăшатпăр. Эпĕ хам та çынсемпе пĕрле субботнике тухатăп", - пĕлтерет Александр Кузнецов. Вăл администраци специалисчĕсене те хăтлă ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ. Вăрттăнлăх мар ĕнтĕ, хăш-пĕр кантура кĕме те намăс: стенасем чĕрĕк-çурăк, сĕтел-пуканĕ кивĕ, хĕсĕк пÿлĕмре документ папкисем урайĕнче купаланаççĕ. Атнарта вара ĕçлекенсене те, килен-каяна та хисеплеççĕ. "Пĕрремĕш шалупа хамăн ĕç пÿлĕмне юсарăм, тирпей-илеме чун ыйтать", - аса илет ертÿçĕ. Ку тивĕçре вăл - 9-мĕш çул. Картлашка тăрăх хăпарнă чухне ăна туяллă мучи тытса чарчĕ. "Вăрттăн калаçмалли пур", - тесе вăхăт уйăрма ыйтрĕ. Часах вĕсем пÿлĕме кĕрсе çухалчĕç.

"Ыйтупа килекене нихăçан та йышăнмасăр яман, мĕншĕн тесен халăхпа пĕрле пурнăçламалли ĕç нумай. Чăвашсен ырă йăлине - нимене тухассине - пăрахăçламан-ха пирĕн тăрăхра. Сăмахран, пирĕн ялсенче пурĕ 18 ача-пăча лапамĕ хута кайрĕ. Кашнинех тĕрлĕ дизайнпа йĕркеленĕ вĕсене", - стендри сăн ÿкерчĕксемпе паллаштарчĕ Александр Николаевич. "Чи хăтлă ял тăрăхĕ" республика конкурсĕнче 2011 çулта 2-мĕш вырăн йышăннă вĕсем, çав çулах Раççейре 3-мĕш вырăна тухнă. Ял çыннисем çине тăнипе кăçал Атнарти, Сорăмри çăвасене çĕнĕ карта тытса çавăрнă, тимĕр хапха лартнă, асăну вырăнне, масар çуртне юсанă. Унта çавра тăрăпа хĕрес вырнаçтарнă. Туканашри икĕ урамри çул-йĕре тĕпрен юсанă. Сăмах май, çулсене ялсенче юртан вăхăтра уçаççĕ, тротуар тасатмалли техника та пур Атнарсен. Сывлăх сыхлавне çĕнетмелли программăпа усă курса кăçал Туканашра фельдшерпа акушер пункчĕ уçнă.

"Ача çуратакансен хисепĕ пирĕн тăрăхра çулсеренех ÿсет. Хам та атте пулса тăтăм, тĕпренчĕкĕм виçĕ уйăхра кăна-ха", - савăнăçне пытармасть 48-ти арçын. Ача-пăчаллă пулма чаракан сăлтава тухтăрсем асăрхаман, çапах та 15 çул пурăннă хыççăн тин турă тивлечĕ вĕсем патне çитнĕ.

Хуçалăх ĕçĕнче те пулăшаççĕ

2006 çулта Атнарта пушар хуралĕн постне йĕркеленĕ. "Хĕрлĕ автан" ял çыннисене уйрăмах хăратать, çавăнпа Хĕрлĕ Чутай, Питĕркасси ял тăрăхĕсем та çак ĕçе хутшăннă. Клуба пăсса хальхи администраци çурчĕ çумне депо стени хăпартнă. Кунта пурин валли те ĕç тупăннă: никĕсне янă, тăррине витнĕ, ăшă кĕртнĕ... Халĕ унта хăтлă: телефон, телевизор, сивĕтмĕш, микрохумлă кăмака та пур. Чи кирли - тулли цистернăпа ларакан машина, вăл пĕрремĕш сигналпах вут-кăварпа кĕрешме çула тухма хатĕр. Унпа Раççей МЧСĕн республикăри управленийĕ тивĕçтернĕ. Постра Владимир Железнов, Юрий Волков, Леонид Строганов черетленсе хурал тăраççĕ, вĕсемех водитель те, пушарнăй та. Кăçал Атнарсем Туканашри, Сĕнтĕкçырминчи пушарсене сÿнтерме хутшăннă. Ытти вăхăтра вут-кăварпа кĕрешекенсем администрацин хуçалăх ĕçĕсенче пулăшаççĕ. Виççĕшĕн те аллисем ылтăн вĕсен. Акă хуралçă йытă валли çĕнĕ ÿпле ăсталанă. Боец çамрăк-ха, ашкăнма юратать. Арçынсем кайăксем валли вĕлле, сырăш та туса çакаççĕ. "Ĕç хатĕрĕсем йăлтах алă айĕнче, ан ÿркен кăна", - пĕлтерет дежурствăри Юрий Волков. Унчен вăл ял хуçалăхĕнче ĕçленĕ, Мускава та çÿрекеленĕ.

Чун хавалĕпе

Атнар тăрăхĕнчи 11 ялта пурĕ 2849 çын /кăрлач уйăхĕ тĕлне/ пурăнать, вĕсен 63% - ĕç ÿсĕмĕнчисем. Кăçал 26 пепке кун çути курнă, 41 çын вилнĕ. Ача садне 70 ытла шăпăрлан сукмак такăрлатать. Пурĕ 523 хуçалăхра ĕне усраççĕ, 10 çемье лаша тытать. Вырăнти ял хуçалăх предприятийĕ тулли хăватпа ĕçлени, район центрĕ 5 çухрăмра пулни халăха ĕç вырăнĕ тупма май парать. Çавăнпа та кунта капмар çуртсем çĕкленнинчен тĕлĕнме те кирлĕ мар.

Шорово ялĕнчи Даниловсем патшалăх программипе усă курса çурт çĕкленĕ. Çемье пуçĕ Станислав Николаевич нухрат пухас тĕллевпе çурçĕре шапашкăна та çÿренĕ, стройматериал туяннă. Çу уйăхĕнче çурт купалама тытăннă вĕсем, çурлара ăна пурăнма юрăхлă туса çитернĕ. "308 пин тенкĕ субсиди илтĕмĕр, вăл та ĕçе хăвăртлатма май пачĕ. Тăвансем, юлташсем нимелле пулăшрĕç", - каласа пачĕ ял хуçалăхĕнче бухгалтерта тăрăшакан Марина Николаевна.

Станиславпа Николай Даниловсем, пиччĕшĕпе шăллĕ, кÿршĕллĕ пурăнаççĕ. Асли Николай икĕ хутлă çурт хăпартнă. Амăшĕ Ольга Петровна вĕсемшĕн, çавăн пекех 5 мăнукĕшĕн, пурте хĕр пĕрчисем, хĕпĕртет. "Ĕçсе ÿсĕрĕлсен упăшка хушăран "хĕр çуратаймастăн, мĕнле хĕрарăм эсĕ?" тесе сăмахпа тĕксе илетчĕ. Шел те, хăй мăнуксемпе савăнаймарĕ, çĕре кĕчĕ", - каласа парать кинемей. Вăл кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать. "Ачасем мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхрĕç. Эпĕ фабрикăра кайăк-кĕшĕк пăхаттăм, çапах та ял хуçалăх ĕçĕнчен пăрăнман. Кăшман, купăста, кишĕр тÿпи илеттĕм. Ывăлăмсем каникулта урам тăрăх чупса çÿремен, уя çум çумлама кайнă. Кĕркунне хăмла татма яраттăм", - аса илет амăшĕ.

Даниловсен виçĕ хĕрĕ пĕрремĕш юртан Хĕл мучи ăсталанă, унпа юнашар Юр пике те кĕçех ÿссе ларĕ. Ял тăрăхĕ Çĕнĕ çул умĕн ирттерме палăртнă конкурсра кăçал пĕрремĕш вырăн йышăнма ĕмĕтленеççĕ ачасем. "Уяв умĕн килсе курасчĕ сирĕн. Юмахри пекех ун чухне, кил умĕсене кашни капăрлатать, гирлянда çутипе пĕтĕм урам йăмăхать... Хăш-пĕрин пултарулăхĕ такама та тĕлĕнтерĕ. Иртнĕ çулсенче, сăмахран, виçĕ пуçлă аçтаха, шурă урхамах, тăвайкки, темĕн те пĕр ăсталарĕç. Кишля ялĕнчи Абаськинсемпе Юманкинсен ĕçĕсем пурин кăмăлне кайнăччĕ. Çĕнĕ çул каçĕнче тĕрлĕ сăнар çи-пуçĕ тăхăнса чăрăш тавра çаврăнатпăр. Конкурс çĕнтерÿçисене бал-маскарадра чыслатпăр", - пĕлтерчĕ ял тăрăхĕ администраци пуçлăхĕн çумĕ Альбина Наумова.

Атнарсем Çĕнĕ çула вĕттинчен пуçласа ватти таранччен кĕтеççĕ, хатĕрленеççĕ. Тĕрĕссипе, ял çыннисем уявра кăна мар, кулленхи пурнăçа та юмаха çавăрма ăнтăлаççĕ. Тĕнче хамăртан пуçланать-çке, унта илемпе сапăрлăха кĕртме пĕлмелле кăна. Ку тĕлĕшпе Атнарсенчен вĕренмелли чылай.

Алина ИЗМАН.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.