АТЕРОСКЛЕРОЗА ПАРĂНТАРАСЧĔ
Халăх медицининче атеросклерозран хÿтĕленме, унăн аталанăвне чарса лартма, сипленме пулăшакан рецепт чылай. Вĕсенчен хăшĕ-пĕринпе паллаштаратпăр.
1. Хÿтлĕх тата сиплев тĕллевĕпе 40-рен иртнĕ çынсене час-часах чĕрĕ çĕрулми сĕткенĕ ĕçме сĕнеççĕ. Вăтам çĕрулмине çумалла, куçĕсене чакаласа илнĕ хыççăн хуппипех вĕтĕ теркăпа хырмалла. Унтан темиçе сий марля витĕр пăчăртаса сĕткенне юхтармалла. Лайăх пăтратмалла та ĕçмелле.
2. Атеросклерозран сипленнĕ чухне утни, чупни, йĕлтĕрпе ярăнни, ишни, ирхи гимнастика туни усăллă. Аш-какай виçине чакармалла, пахча çимĕç, улма-çырла ытларах кирлĕ. Ирсерен выç хырăмла, апатчен 30 минут маларах, 5 аçтăрхан мăйăрĕ çисен аван. Унсăр пуçне кашни кун 1-2 шăл ыхра çимелле.
Е 400 грамм ыхрана нимĕрлемелле, 24 лимон сĕткенĕпе хутăштармалла, 24 кун лартмалла. Усă курас умĕн силлемелле. Каçхине çывăрма выртас умĕн вĕренĕ 1 стакан шыва 1 чей кашăкĕ ыхрапа лимон хутăшĕ ярса ĕçмелле. Кашни каç çывăрма выртиччен 2 сехет маларах 1-ер панулми çини усăллă.
3. Кунне çур литр çутă сăра ĕçни юн тымарĕсен атеросклерозĕ аталанас хăрушлăха 50 процент чакарнине палăртаççĕ. Сăрара этеме кирлĕ аминойÿçексемпе В ушкăнри витаминсем пур.
4. Çак шĕвеке ирсерен выç хырăмла кашнинех ĕçмелле: 1 стакан шыва 2 чей кашăкĕ панулми уксусĕ тата 1 чей кашăкĕ çу уйăхĕнче юхтарнă пыл ярса пăтратмалла. Шĕвекри магнипе кали чĕрепе нервсене çирĕплетеççĕ, юнри холестерин шайне чакараççĕ, йÿçек пыршăлăхри бактерисене пĕтерет, хырăм ай парĕн ĕçне лайăхлатать.
5. Атеросклерозпа тата гипертонипе чирлĕ çынсене çăмăл апат кунĕсем ирттернĕ чухне банан çиме сĕнеççĕ. Банан калипе питĕ пуян, вăл чĕре мышцин ĕçне лайăхлатать, юн пусăмне йĕркене кĕртет.
6. Каштан чечекĕн настойки /аптекăра туянма пулать/ юн тымарĕсен, капиллярсен стенкисене çирĕплетет, тăхасем пулса каясран хÿтĕлет, юна шĕветет, япаласен ылмашăнăвне /уйрăмах холестерин ылмашăнăвне/ лайăхлатать, тонуса ÿстерет, шыççа хирĕçле витĕм кÿрет. Кунне 3 хут апат умĕн 20-30-шар тумлам настойка ĕçмелле. Курс — 15-20 кун. 2 эрне тăхтанă хыççăн тепĕр сиплев курсĕ ирттерме юрать.
7. Чĕрĕ хăяр чĕрепе юн тымарĕсене çирĕплетет. Хăярта кали 40 процент ытла. Çавна май вăл юн пусăмĕ ÿссен те, чаксан та усăллă. Хăяр сĕткенĕ нерв тытăмне лăплантарать, атеросклерозран сыхлать. Ăна хăяр ÿснĕ тапхăрта ирсерен выç хырăмла 100-шер миллилитр ĕçсен лайăх.
8. 300-шер грамм иçĕме, курагана, типĕ хура сливăна, вăррине кăларнă лимона аш арманĕпе авăртмалла, 300 грамм пылпа хутăштармалла. Кунне 2 хут апатчен 20 минут маларах 1-ер апат кашăкĕ çимелле. Хутăш атеросклероз, гипертони, чĕре чирĕсем аптратсан усăллă. Ачасене ăна 1-ер чей кашăкĕ çитермелле.
9. Чĕре неврозĕ, стенокарди, атеросклероз, гипертони, пуç çаврăнни тертлентерсен кашни кун тасатнă 2-3 ыхра шăлĕ çимелле.
10. Хуратул кĕрпине çăнăх пуличчен вĕтетмелле. 3 апат кашăкĕ çăнăха 300 миллилитр сивĕ шыва ярса пăтратмалла. Тепĕр савăтпа 1 литр шыва вĕретмелле, пăтратсах тăнă май çăнăхлă шыва хушмалла. Пăтратсах тăрса темиçе минут пĕçермелле. Кĕселе ирхи тата каçхи апатсем вăхăтĕнче 100-150 грамм ĕçмелле. Курс — 2 уйăхран кая мар. 2-3 эрне тăхтанă хыççăн тепĕр курс пуçлама юрать. Витĕмĕ питĕ хăватлă!
11. Кашни кун чĕрĕ кăшман салачĕ çини атеросклерозран сыхланма тата унăн аталанăвне чарса лартма пулăшать.
12. Урари юн тымарĕсен атеросклерозĕпе чирлесен авалхи халăх медицини юн çаврăнăшне лайăхлатма час-часах çара уран çÿреме е кунне 1-2 хут ура тĕпĕсемпе пÿрнисене чылайччен массаж тума сĕнет.
13. Халăхра кăшман пĕтĕм чиртен хăтарать тесе ахальтен каламаççĕ. Тымарçимĕçре сахăр, белок, çу, клетчатка, органика йÿçекĕсем, магни, кальци, тимĕр, йод, фосфор, тасатакан япаласем, С, В, В2, Р, РР витаминсем пур. Фосфор тата кали виçипе кăшман ытти пахча çимĕç хушшинче пĕрремĕш вырăнта тăрать. Çурмалла пылпа хутăштарнă сĕткенне атеросклерозпа тата гипертонипе аптракан ватă çынсене кунне 3-4 хут апат умĕн çуршар стакан ĕçме сĕнеççĕ. Кăшманăн чĕрĕ сĕткенне чĕре çитменлĕхĕ аптратсан ĕçмелле.
14. Атеросклероз, гипертони, чĕрен ишеми чирĕ, чĕре сикни аптратсан катăркаспа /боярышник/ 20 процентлă прополис настойкисене пĕр виçепе илсе хутăштармалла, кунне 2-3 хут апатчен 20 минут маларах 25-шер тумлам ĕçмелле.
15. Вĕтĕ теркăпа 100 грамм хĕрен тымарне хырмалла, тин вĕренĕ 4 литр шыва ямалла, 20 минут вĕретмелле. Атеросклероз чухне кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.
16. Атеросклерозран сипленме 1 стакан шăлан çырлине тата 1 апат кашăкĕ типĕ симĕс чейе эмальленĕ кастрюльти шыва ямалла, вĕреме кĕртмелле те вăйсăр çулăм çинче 5 минут тытмалла. Илсен 20 минутран сăрăхтармалла. Пыл хушса чей вырăнне ĕçмелле.
17. Атеросклероз чухне сырлан /облепиха/ çырли усăллă. Чĕрĕ çырлара холестерина юн тымарĕсен стенкисем çине пухăнма чăрмантаракан япаласем пур. Шăммисĕр чĕрĕ çырлана хăйне кăна е сахăрпа çурмалла çăрса çимелле.
18. Куккурус çăвĕ юнри холестерин шайне чакарма пулăшать. Ăна атеросклерозран хÿтĕленме тата сипленме кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах 1-ер чей кашăкĕ ĕçмелле. Курс — 1 уйăх. Пĕр уйăх тăхтанă хыççăн тата 1 уйăх ĕçме юрать.
19. Хăлха çакки курăкĕн /одуванчик/ 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ тымарне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 1 сехет лартмалла. Атеросклероз чухне кунне 3-4 хут чĕрĕкшер стакан сивĕлле ĕçмелле. Тымара полиэтилен хутаçпа холодильникре упрама пулать.
Комментари хушас