«Атьăр, вăййа тухар-и?»
27 Aug, 2014

Кашни халăхăн куçа курăнман чун пуянлăхĕ пур. Халăх ăс-хакăлĕн тупри - юрă е юмах, тупмалли юмах е ваттисен сăмахĕ, халăх вăййи е ташши. Чăваш халăхĕн иртнĕ пурнăçĕнчи ырă та илемлĕ йăли-йĕркисенчен пĕри - чăваш вăййи. Çамрăксен вăййи вăл - савăнăçпа пултарулăх, юрă-ташă, вăйă-кулă.

Чăваш çамрăкĕсен вăййи-куллипе юррисенчи илеме ачасем патне çитерес тĕллевпе Етĕрне районĕнчи «Шевле» ушкăнри хĕр упраçпа яш-кĕрĕм «Атьăр, вăййа тухар-и/» ăсталăх сехечĕ ирттернĕ. Палтайри вăтам шкул çумĕнчи «Шанчăк» фольклор ушкăнĕн ертÿçи Н.Серебрякова ачасене «Ал татмалла», «Ят пĕлмелле», «Тутăр пухмалла» вăйăсене вĕрентнĕ. «Итлĕр куккук сассине», «Çирĕк çулçи çиле май» вăйă юррисене, «Пирĕн тăвансем нумай мар» тăванлăх юррин сăвви-кĕввине ăша хывтарнă.

Н.ВАСИЛЬЕВА.

Н.ВАСИЛЬЕВА