АТАЛАНУ УПАЛЕННИПЕ ÇЫХĂННИ ПАЛЛĂ

Тухтăрсем палăртнă тăрăх - вăхăтĕнче упаленмен ачасен пуç мими килĕшÿллĕ ĕçлемест: çур пайĕ вăранать, çурри - çук.

«Хăçан утма пуçлăн-ши!»- тарăхать амăшĕ упаленекен ачинчен такăнса. «Манăн вара пачах упаленмен, тăхăр уйăхра ури çине тăчĕ те часах утса кайрĕ»,- мухтанать тепĕр амăшĕ.

Çапла, малтанлăха ку савăнтарать. Анчах темиçе çултан ура çине тÿрех тăнă ача тавралăхра çухалса кайни, сулахайпа сылтăма пăтраштарни, саспаллисене кутăн çырни палăрма пуçлать. Ашшĕ-амăшĕ çак пулăма упаленннипе çыхăнтармасть паллах. Мĕншĕн кун пек-ши тесе тĕлĕнет.

Тĕрĕссипе вара ача упаленме пĕлнипе малалла аталанни хушшинче тÿрĕ çыхăну пур. Пепке çут тĕнчене килсенех унăн пуç мимин кашни çурри хăй тĕллĕн, тепри пуррине асăрхаман пек, ĕçлет. Çавăнпа тин çуралнă ачан хусканăвĕсем тĕлли-паллисĕр. Вăхăт иртсе пынă май вара пуç мимин çурчăмăрĕсем хушшинче мимен тĕрлĕ пайĕсене çыхăнтаракан нерв чĕлкемĕсенчен тăракан хăйне евĕр кĕпер йĕркеленет.

Ача упаленнĕ чухне унăн ал-ури синхронлă ĕçлет: сулахай аллипе пĕр вăхăтра - сылтăм урине, сылтăм аллипе пĕр вăхăтра сулахай урине хускатать. Апла-тăк пуç мимин çурчăмăрĕсем ялан хутшăнаççĕ, пĕри активлă чухне тепри ăна пулăшать. Пачах упаленмен ачасен вара пуç мими килĕшÿллĕ ĕçленменни час-часах тĕл пулать.

Хăш чухне упаленмен ачасем питĕ мăран ÿсеççĕ, вĕсене кашни хусканăва тăвас умĕн шухăшлама вăхăт кирлĕ тейĕн. Теприсем пачах урăхла - гиперактивлă. Анчах вĕсен хусканăвĕсем тĕлли-паллисĕр, ялан мĕн те пулин ÿкереççĕ, ăçта та пулин пырса çапăнаççĕ. Икĕ тĕслĕхре те ачасемшĕн кăткăс хусканусем /чупни, мĕн тăрăх та пулин хăпарни, мечĕкпе выляни, велосипедпа ярăнни, ытти/ тăвасси питĕ йывăр.

Тепĕр енчен, упаленнĕ вăхăтра ача хăйĕн аллисем çине пăхать, ку вара вуланă тата ÿкернĕ чухне кирлĕ çывăхран курассине лайăхлатать. Пÿрнисемпе, ывăç тупанĕсемпе кăштăрка урайне перĕнни ачан калаçу, çырулăх ăсталăхĕ йĕркеленес тĕлĕшпе уйрăмах пĕлтерĕшлĕ вĕтĕ моторикине аталанма пулăшать.

Алина ЛУКИЯНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.