Аталану - тара илекенсенче

2 Утă, 2014

Чăваш Республикин «Чăваш Енри сунарçăсемпе пулăçсен пĕрлĕхĕ» общество организацийĕ 4500 çынна пĕрлештерет.

Вĕсем 21 районăн тата 6 предприятин пуçламăш организацийĕнче шутра тăраççĕ. Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Улатăрта - чи пысăк уйрăм. Кашни 3 уйăхран пĕрлĕх канашĕн ларăвне ирттеретпĕр. Организаци ĕç-хĕлĕпе çулталăкра пĕрре паллаштаратăп.

Пĕрлĕх 3 çул каялла республикăран сунар хуçалăхĕ йĕркелеме 20 лаптăк тара илчĕ. Нумаях пулмасть правлени - автомобиль, Пăрачкавсен организацийĕ «Буран» юр ашан туянчĕ. Сунар хуçалăхĕсенче вăй хуракансем /33-ĕн/ сунар объектне кĕрекен чĕр чун çухатусăр хĕл каçтăр тесе сивĕ уйăхсенче вăрмана тырă, утă кÿреççĕ, суланча, çăка милĕкĕ хурса параççĕ, браконьерсенчен сыхлаççĕ. Хуçалăха аталантарнăшăн Йĕпреçсен уйрăмне ырăпа палăртас килет. Ăна Владимир Оглоткин ертсе пырать. Ывăлĕ Сергей ашшĕн çулĕпе кайнă: ăста сунарçă.

Шел те, чĕр чуна тÿлевлĕ тыттарса укçа çителĕклĕ ĕçлесе илеймен пирки кашни организаци чи кирлине - автомашина - туянаймасть. Халĕ маларах асăннă 20 хуçалăхран 13-шĕ çеç пирĕн алăра. ЧР Арбитраж сучĕ иртнĕ икĕ çулта тара панă лаптăксене саккуна пăсса валеçнĕ тесе 7-шне пирĕнтен туртса илчĕ, хуçалăхсене салатрĕ, çынсене ĕçсĕр хăварчĕ, хуçалăхсенче тунă çурт-йĕре пăрахма тиврĕ. Çакăн хыççăн чылай сунарçă пире нихăш енĕпе те пулăшмастăр тесе организацирен тухрĕ. Çавна пула укçа тÿлекен чакрĕ.

ЧР Сунарçăсемпе пулăçсен патшалăх служби çав лаптăксене тепĕр хут тара пама çывăх вăхăтра аукциона кăларать. Унта пĕрлĕх те хутшăнасшăн. Мускаври, ытти хулари хулăн кĕсьеллĕ бизнесменсем хаклашура тара илессишĕн укçа ытларах сĕнсе ку вырăнсене ярса илсе чи шултра чĕр чуна - пăшие, хир сыснине, ыттине - çеç ĕрчетме тытăнмĕç-ши? Вĕсене тытма республикăри сунарçăсене кĕртĕç-ши?

Пĕрлĕх кайăкçăсемпе пулăçсене пушă вăхăта сунарта е пулăра ирттерме май туса парассишĕн тăрăшать. Çĕнĕ Шупашкар уйрăмĕн хастарĕсем Атăл леш енчи Акăшсен пĕчĕк кÿлли çумĕнче хăнасене çĕр каçма пÿрт, сунар хыççăн çăвăнса тасалма мунча, ĕç хатĕрĕсене хума сарай, йытă вити тунăччĕ. 2010 çулта вут-çулăмран пÿрте çеç хÿтĕлесе хăвартăмăр, ытти кĕлленчĕ.

Козин утравĕнчи /Атăл çинче, Çĕнĕ Шупашкартан аяларах/ кану çуртĕнче сунарçăсемпе пулăçсене çеç мар, туристсене те йышăнатпăр. Йĕпреç районĕнчи Калиновка вăрманĕн уçланкинчи хăна çуртĕнче пурне те хапăл. Халĕ Пушкăртстанран килнисем канаççĕ.

Пĕрлĕхе никĕсленĕренпе килес çул 95 çул çитет. Вăл яланах ахаль сунарçăпа пулăçа пĕрлештернĕ. Ÿлĕм те çапла пулĕ. 2011-2012 çулсенче Çĕрпÿ районĕнче, пĕлтĕр тата кăçал Элĕк тăрăхĕнче сунарçăсен биатлонне ирттертĕмĕр. Кăçал Çĕнĕ Шупашкарта, Канашра хула шайĕнче, çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче Шупашкарта акар йыттисен республика куравне йĕркелерĕмĕр. Конкурса хутшăнма Чăваш Ен тулашĕнчен те йышлăн килчĕç. Хĕлле Сăр, Атăл çинче çуллен - пулăçсен ăмăртăвĕ.

Вăрман, шыв-шур, уй-хир чĕр чунне нумайрах ĕрчетсе сунарçăсене ытларах тытма май туса парас, енлĕкпе кăсăкланакансен çул çÿревне вăйлатас тесен сунар хуçалăхĕсене аталантармалла. Вĕсем тĕрлĕ чĕрлĕх ĕрчетĕç, хăнасене вăхăтлăха чарăнса тăма мĕн кирлине пурне те тăвĕç.

Кашни акарçă усă курма пултаракан сунар вырăнĕсенче чĕр чун йышне ÿстерме йывăр. Мĕншĕн тесен вĕсене ЧР Сунарçăсемпе пулăçсен районсенчи инспекторĕсем пăхса ĕлкĕреймеççĕ. Вĕсем территорин пĕр кĕтесне çул тытнине айккинчен сăнаса тăракан браконьерсем тепринче пăшие е хир сыснине персе пăрахаççĕ, хăйсен хыçĕнчен юн тумламĕ те хăвармаççĕ. Курнисем пулмасан вĕсене явап тыттараймастăн. Картран тухни аллине хурса хăвармасть. Тара панă лаптăксене егерьсем кунĕн-çĕрĕн сыхлаççĕ. Браконьерсем вĕсене хуралланине пĕлеççĕ.

Тĕллевлĕ ĕçлекен кашни сунар хуçалăхĕнче пăрулама, çăвăрлама, пăранлама, чĕп кăларма, йăхлăха çитĕнме май туса параççĕ. Çăткăн чĕр чунран вĕсене егерьсем хÿтĕлеççĕ. Республикăри кашни сунарçă ирĕккĕнех усă куракан лаптăкра çавнашкал вырăнсем çук. Вĕсене йĕркелесен те служба инспекторĕсем хăйсем тĕллĕн кăна çăткăн чĕр чунран хÿтĕлесе ĕлкĕреймеççĕ.

Пĕрлĕх 2013 çулта федерацин Атăлçи округĕнче мĕн пур енĕпе - 3-мĕш, уйрăммăн илсен кашкăр тытассипе улттăмĕш ушкăнра 3-мĕш вырăн йышăнчĕ.

 

Чăваш Енри сунарçăсемпе

пулăçсен пĕрлĕхĕн председателĕ,

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.