Аталанма, хăватсене ÿстерме майсем çителĕклĕ

4 Авăн, 2015

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев сентябрĕн 2-мĕшĕнче черетлĕ çулçÿревне республика тĕп хулинчи икĕ предприятире - «Шупашкарти строительство материалĕсен завочĕ» тата «Текстильмаш» АУОсенче - ирттерчĕ. Ĕçлĕ тĕлпулусене Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăнчĕç.

Михаил Игнатьев строительство материалĕсен заводĕнче производствăпа, цехсемпе паллашрĕ. Эмма Балыбердина гендиректор каланă тăрăх - кунта тĕрлĕ кирпĕч хатĕрлеççĕ. Тăм Шупашкар районĕнчи Чантăр ялĕ çывăхĕнчи карьертан турттараççĕ. Унăн саппасĕ çителĕклĕ. Завод кăларакан таварăн 80 ытла проценчĕпе Чăваш Енре усă кураççĕ, ытти Тутар тата Мари республикисене, Ульяновск, Чулхула, Мускав облаçĕсене ăсанать. Предприяти 2015 çулхи январь-июль уйăхĕсенче 315,4 млн тенкĕлĕх продукци тиесе ăсатнă. Производство индексĕ 103,3 процентпа танлашнă. Завод тупăшлă ĕçлет. Çавна май шалу кăçал кăштах хăпарнă. Çав вăхăтрах йывăрлăхсем те çук мар. Тавар сахал сутăнать. Картишĕнче кирпĕч самаях пухăннине асăрхарăмăр.

- Сирĕн технологи кивĕ. Çав вăхăтрах тавар япăх мар, конкуренцире тÿсĕмлĕ. Кирпĕч сутăнатех. Строительсене вăл яланах кирлĕ. Социаллă обћектсен, пурăнмалли çурт строительствин программисене хутшăнса республикăна çĕнĕ саккассемпе тивĕçтеретпĕр. Эпир малашне çĕнĕ 30 шкул тума палăртатпăр, - терĕ Михаил Игнатьев.

- Паянхи кун коллективра лару-тăру йĕркеленсе çитнĕ. Рабочисем ĕçе лайăх кăмăлпа килеççĕ, хăйсен тивĕçне вăхăтра, пысăк пахалăхпа пурнăçлаççĕ. Çитес çул завод 85 çулхи юбилейне кĕтсе илме хатĕрленет, - пĕлтерчĕ Эмма Балыбердина. - Пирĕн ĕç династийĕсем те пур. Вăй хуракансен вăтам ÿсĕмĕ 40 çулпа танлашать. Çамрăк специалистсене хамăр шутпа вĕрентсе хатĕрлетпĕр. Производство калăпăшне чакарасшăн мар. Ĕç укçине май пур таран ÿстерес тĕллевлĕ. Халĕ вăл уйăхра 20 пин тенкĕ майлă.

Рабочисем Чăваш Ен Пуç­лăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пур­нăçлаканпа тĕл пулма йышлăн пухăннă. Кашниех хăйне канăç паман ыйтăвăн хуравне тупасшăн. Калăпăр, тĕп хулари хăшпĕр шкулта ачасем икĕ сменăпа вĕренеççĕ. Республика ертÿçи çывăх çулсенче Шупашкарта пĕлÿ çурчĕсем çĕкленессине пĕлтерчĕ.

Михаил Игнатьев «Текстильмаш» АУОра çĕнĕ станоксемпе паллашрĕ. Вĕсем ку чухнехи технологие тивĕçтерсе ĕç тухăçне темиçе хут ÿстерме май параççĕ. Станоксем тĕрлĕ пир-авăр тĕртме пултараççĕ. Предприяти Мускав метрополитенĕн çĕнĕ станцийĕсем валли те тавар туса кăларать. Çĕнĕ производствăна пула 50 çын ĕç вырăнĕллĕ пулнă.

- Эпир ку чухнехи станоксемпе тивĕçтерме апрель уйăхĕнче Турципе килĕшÿ турăмăр, - терĕ Владимир Калинин гендиректор. - Хатĕр продукцие икĕ тапхăрпа - июнь тата август уйăхĕсенче - тиесе ăсатрăмăр. Рабочисем тата 12 станок пуçтараççĕ.

Предприяти январь-июль уйăхĕсенче кăштах тăкаклă ĕçленĕ пулсан та çулталăка тупăшпа вĕçлесшĕн.

- Сирĕн аталанма майсем çителĕклĕ, - çирĕплетрĕ Михаил Игнатьев. - Предприятие модернизаци тумалла, çĕнĕ станоксем ытларах туса кăлармалла. Влаç органĕсем сире пулăшма хатĕр.

Валентин ГРИГОРЬЕВ