Атăл леш енне те çут çанталăк ырлăхĕ çитĕ

Шупашкар хулин Атăл леш енчи территорине газ кĕртес ыйтăва паян Правительство çуртĕнче сÿтсе яврĕç. Канашлăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ.

Газификаци проекчĕн тĕп параметрĕсемпе ЧР строительство министрĕ Владимир Михайлов паллаштарчĕ. Министр пĕлтернĕ тăрăх — ĕçсене икĕ тапхăрпа пурнăçлама палăртнă. Пĕрремĕш тапхăрта — 2018-2020 çулсенче — Атăл леш енчи ялсемпе поселоксенчи социаллă объектсем патне çут çанталăк газне çитермелле. 2021-2030 çулсенче урамсенче газ пăрăхĕсене хурса тухмалла, çынсен хуçалăхĕсене газ кĕртмелле.

Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков шухăшĕпе вара икĕ тапхăрта тума палăртнă ĕçсене пĕр харăс туса пымалла. «Социаллă объектсем патне пыракан пăрăхсем уйрăм çынсен çурчĕсем патĕнчен иртсе каяççĕ пулсан мĕншĕн вĕсене те тÿрех газпа тивĕçтерес мар? Пĕр территорире ĕçлеме пуçăнтăмăр тăк унта пĕтĕм ĕçе вĕçне çитермелле», — терĕ вăл. «Газпром газораспределение Чебоксары» ОАО генеральнăй директорĕ Кияметдин Мифтахутдинов газ кĕртес енĕпе Чăваш Ен паха опыт пухнине, çавна май ĕçсене вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлама вăй-хал çитерессине палăртрĕ.

Атăл леш енче пурăнакансем патне çут çанталăк ырлăхне илсе пырасси паян тĕп тĕллевсен шутĕнче пулнине палăртрĕ Михаил Игнатьев. «Çынсем ăшăра тата хăтлăлăхра пурăнччăр. Унти ялсемпе поселоксене газ çитни экономика аталанăвне хăвăртлатма та, инфратытăма аталантарма та пулăшĕ», — терĕ республика Пуçлăхĕ канашлăва пĕтĕмлетнĕ май.

Валентина БАГАДЕРОВА.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас