Астăвăм кунĕнче кăна мар

4 Раштав, 2014

Ĕнер Паллă мар салтак кунĕ пулчĕ. Çук, уяв мар, вăл - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче унăн никама пăхăнманлăхĕпе ирĕклĕхĕшĕн хăйĕн пурнăçне шеллемесĕр çапăçса пуç хунă ятсăр салтака аса илсе пуç таймалли кун.

Çак кун, 1966 çулхи декабрĕн 3-мĕшĕнче, Мускава илме талпăнакан нимĕç фашисчĕсене тĕп хуламăр патĕнче çапса аркатнăранпа 25 çул çитнине паллă тунă кун, Ленинград çулĕн 41 километрĕнчи тăванла масартан паллă мар салтак юлашкийĕсене Мускав Кремлĕн территорине куçарса Александр садĕнче чысласа пытарнă. 1967 çулхи май уйăхĕн 8-мĕшĕнче кунта Астăвăмăн «Паллă мар салтак вилтăприйĕ» архитектура ансамбльне уçнă. 1997 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче Ленин Мавзолейĕ умĕнчи хисеп хуралĕн 1-мĕш номерлĕ постне Паллă мар салтак вилтăприйĕ патне куçарнă. Мемориал центрĕнче «Санăн яту паллă мар, паттăрлăху - вилĕмсĕр» тесе çырнă.

2013 çулта Тăван çĕршыва хÿтĕлесе çапăçса вилнисен ячĕсене халăх асĕнче яланлăхах хăварас тĕллевпе Раççейри общество юхăмĕ çĕршывра пуçласа «Паллă мар салтак» акци ирттернĕ, кăçалхи сентябрь уйăхĕнче ăна Раççейĕн Астăвăм кунĕ пек палăртма йышăннă.

Вăрçă çулĕсенче çĕршыв территорийĕнче хĕрÿ çапăçусем пынă кашни ялпа саларах пуç хунă ятсăр çар çыннисен тăванла масарĕсем пур. Хăш халăх çынни выртать унта - никам та татса калаймĕ. Анчах çакă уçăмлă: орден-медальшĕн çапăçман вăл, хăйĕн вилĕмĕпе тăшмана малалла иртме паман. Çакă та - ПАТТĂРЛĂХ! Вĕсем - Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем. Пирĕн тивĕç: çак паттăрлăха ялан асра тытасси, ăна вилĕмсĕрлĕхе куçарасси, çитĕнекен ăрăва аслă ăрусен паттăрлăхĕпе мăнаçланма вĕрентесси. Астăвăм кунĕнче кăна мар, çулталăкăн кашни çутă кунĕнче пирĕн телейлĕ пурнăçшăн çапăçса пуç хунă ятсăр паттăрсене сума суса пуç таяр.

Юрий СТЕПАНОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.