Ăсталăха ĕçре туптаççĕ

31 Утă, 2015

Вырма вăхăтĕнче яланах ялхуçалăх ĕçченĕсем çитмеççĕ. Çавна май Йĕпреç районĕнчи «Путиловка» агрофирма тата «Красный партизан» колхоз ертÿçисем юлашки çулсенче хуçалăх ĕçне аслă шкулсенче вĕренекен студентсене явăçтараççĕ. Кăçалхи июнь уйăхĕнче «Красный партизанра» Шупашкарти ялхуçалăх академийĕн 5 студенчĕ вăй хунă. Вĕсем сĕт-çу фермине юсанă.

«Путиловкăра» вара асăннă вĕренÿ заведенийĕн 10 студенчĕ ĕçлет. Эдуард Марушев ертÿçĕ пĕлтернĕ тăрăх - çамрăксем хăйсен тивĕçне яваплă пурнăçлаççĕ. Вĕсем ĕне витине качакасем валли çĕнетсе улăштарнă, унăн тăррине тата çĕрулми упрамалли хранилищĕне юсанă, ферма территорине тирпей-илем кĕртнĕ. Халĕ качакасем валли çĕнĕ вите тума тытăннă.

Унсăр пуçне çак хуçалăхра виççĕмĕш çул инженер факультечĕн студенчĕсем тăрăшаççĕ. Яш-кĕрĕм тыр-пул пуçтармалли «Енисей» комбайна юсать. Вĕсен ертÿçи - «ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕ» ята илнĕ Николай Захаров. Çамрăксем ăна професси ăсталăхне алла илме пулăшнăшăн тав тăваççĕ.

Рубрика: