Ăсталăх туянма ăс кирлĕ

27 Ака, 2017

Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьелĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Лилия Афанасьева ÿкерме, тĕрлĕ пукане ăсталама юратать. Вĕсене вăл хăех çĕлесе тăхăнтартать. Тепĕр чухне ăна амăшĕ, Надежда Леонтьевна, пулăшать. Сăмах май, вăл сакăр теçеткере пулин те çи-пуç çĕлеме ăста. Лилиян асламăшĕ те çĕвĕç пулнă. Тен, çак ăсталăх юнпа куçнă хĕре.

«Пĕчĕк чухне асанне арчине вăрттăн уçса пăхаттăм, — аса илет иртнине Лилия, — Чăваш тумтирĕ питĕ килĕшетчĕ мана. Унсăр пуçне кÿршĕри Урине инке кавир тĕртнине куç илмесĕр сăнаттăм. Хамăн та çакнашкал ĕç туса пăхас килетчĕ». Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.