- Чăвашла верси
- Русская версия
Асран тухмасть Афганистан
Совет халăхĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе тепĕр çулталăкран 70 çул çитет. Ирĕклĕхшĕн 30 миллион ытла çын пуç хунă. Хыпарсăр çухалнă, вутра çунса кĕлленнĕ.
Хаяр çапăçусенчен тăван тăрăха çĕнтерÿпе таврăннисем ырă пурнăçшăн ĕçленĕ, ачисемпе мăнукĕсене тăнăç вăхăтра ÿстерме талпăннă. Вĕсенчен чылайăшĕ, паллах, Совет Союзĕнче текех нимĕнле вăрçă та пулмасса шаннă. Çур ĕмĕр хыçа юлнă çамрăклăха аса илетĕп: ун чухне эпир чечекленекен, çирĕп утăмсемпе аталанакан лăпкă саманара çитĕнтĕмĕр.
Шел те, усал вăрçăсемпе тĕрлĕ халăх хушшинчи хирĕç тăрусемпе харкашусем тĕнчере çĕнĕ ĕмĕр пуçланичченех чарăнмарĕç. 1960 çул варринче Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсен çар самолечĕсем Вьетнам çине пĕр кунрах çĕр-çĕр бомба пăрахнă, Израиль Сирипе Египет тата вĕсемпе кÿршĕллĕ араб çĕр-шывĕсене сĕмсĕррĕн тапăннă. 40-45 çул каялла Совет Союзĕнчи массăллă информаци хатĕрĕсем тĕнчери хăш-пĕр çĕр-шыври лару-тăру çинчен тĕплĕн пĕлтермен, унта-кунта сиксе тухнă вăрçăсемпе хирĕç тăрусене пирĕн ентешсем те хутшăннине никамах та пĕлмен.
1974 çулхи кăрлач вĕçĕнче мана, ВЛКСМ Елчĕк райкомĕн секретарĕнче ĕçлекенскере, комсомолăн республика комитетне чĕнтерчĕç. Чăваш драма театрĕнче пулнă XXХI отчетпа суйлав конференцийĕнче рескомăн спортпа оборона-массăллă пайĕн ертÿçи пулма çирĕплетрĕç. Çавăнтан пуçласа Шупашкарта кăна мар, Мускавра е Совет Союзĕн ытти кĕтесĕнче иртнĕ мероприятисенче тĕнчипе паллă çар пуçлăхĕсемпе, тĕнче тата Олимп вăййисен чемпионĕсемпе тăтăшах тĕл пултăм. Тăван республика аталанăвĕнче ырă йĕр хăварнă сумлă ентешсемпе курнăçни уйрăмах асра.
Тинтерех кăна саппаса тухнă Евгений Майков генерал-лейтенантпа туслашрăм. 40 çул каялла. Вăл 30-мĕш çулсенче Кăнтăр Урал çеçен хирĕнче Магнитогорск хулине хăпартнă çĕрте бетонщиксен бригадирĕнче ĕçлесе чапа тухнă. 1941 çулта аслă пĕлÿллĕ строитель-инженер Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçлансан фронта хăй ирĕкĕпе кайнă. Евгений Иванович тăватă çулта лейтенантран пуçласа подполковник таран ÿснĕ. 1961 çултанпа вăл – генерал, РСФСР тава тивĕçлĕ строителĕ. Евгений Майков СССР Оборона министерствинче ĕçленĕ, тĕрлĕ çĕр-шывра пулнă. Хăй вăхăтĕнче мана ытларах Афганистан кăсăклантаратчĕ. Çавна май эпĕ Евгений Ивановичран Совет Союзĕпе 1921 çултанпа туслă кÿршĕ çĕр-шывра мĕнле майпа вăрçă пуçланни тата унти лару-тăру хăçан улшăнма пултарасси çинчен каласа пама ыйтаттăм.
– Афганистанра час-часах пулма тÿр килчĕ. Кунти халăхăн чун хавалне, йăли-йĕркине питĕ лайăх ăнланатăп. 70-мĕш çулсенче çак çĕр-шыври Оборонăн Аслă Канашĕн пуçлăхĕ пулнă Нур Мухаммед Таракипе те тĕл пултăм. 1978 çулхи çуркунне вăл тата унăн çывăх юлташĕсем тăрăшнипе Демократиллĕ Афганистан Республикинче çĕнĕ правительство чăмăртанчĕ. Çавăн хыççăн Мускаври массăллă информаци хатĕрĕсем, унтан вара ытти хăш-пĕр çĕр-шыври пресса та Афганистан социализм çулĕ çине тăнине пĕлтерме васкарĕ. Вăхăт нумай та иртмерĕ – Афганистанра ака уйăхĕнчи революцие хирĕçле вăрттăн юхăмсем вăй илчĕç. Ют çĕр-шыв ĕçĕсен министрĕ Хафизулла Амин пуçарнипе 1979 çулхи кĕркунне террористсем Таракипе унăн арăмне вĕлерчĕç. Çавăн хыççăн тÿрех Совет Союзĕпе кÿршĕллĕ çĕр-шыва АПШ тата Пакистан çарĕсем пырса кĕрес хăрушлăх тухса тăчĕ. Демократиллĕ Афганистан Республикин правительстви СССРтан çийĕнчех пулăшу ыйтрĕ. Çавăн хыççăн тепĕр уйăхран ООН Уставĕпе килĕшÿллĕн Совет Союзĕ Афганистана малтанлăха хăйĕн пĕчĕк çар контингентне кĕртрĕ, – каласа кăтартрĕ Евгений Майков 1980 çулта.
Тен, совет салтакĕсен Афганистан вăрçине хутшăнмалла пулман? Ку – урăх ыйту, калаçу. Вăл вăхăтра тĕнчери чи пысăк çĕр-шывсенчен пĕрне ертсе пынă Леонид Брежнев, унăн майлă министрсем халăхпа канашламасăр пуштунсен, дарисемпе хазарейсен, белуджисен авалхи çĕрĕсем çине çар контингенчĕ кĕртнĕшĕн 18-20 çулсенчи каччăсем айăплă-ши? 9 çул ытла тăсăлнă вăрçа 800 пине яхăн совет салтакĕпе офицерĕ хутшăннă. Вĕсенчен 15 пинĕшĕ интернационал тивĕçне пурнăçласа кÿршĕ çĕр-шыври сăрт-тупа анлă çеçен хире юнпа хĕретсе çапăçура вилнĕ. Никама пĕлтермесĕр пуçланă путсĕр çав вăрçа Чăваш Енĕн çарта тăнă 6 пин ытла салтакне ăсатнă. 1989 çулхи нарăс уйăхĕн варриччен вĕсенчен 117-шĕ тăван республикăна цинк тупăкра таврăнчĕ. 4-шĕ вара паянхи кун та хыпарсăр çухалнă салтаксен шутĕнче. Çапла, сахаллăн мар вĕсем – çамрăклах, çемье çавăрма ĕлкĕреймесĕрех вутра çуннисем. Пурте Тăван çĕр-шывăн хăватне аталантарма тăрăшакан, Чăваш Ене юратакан мал ĕмĕтлĕ çынсем. Килте вĕсене ашшĕ-амăшĕ, аппăшĕ-йăмăкĕ, пиччĕшĕ-шăллĕ, тусĕсем... кĕтнĕ. Çĕр çинчи чи хаклă çын пирĕнтен яланлăхах уйрăлни – питĕ пысăк хуйхă. Ырă кăмăллă, таса чунлă, вăйлă та пархатарлă, халăха кирек хăш самантра та пулăшма хатĕр пулнă интернационалист салтаксене нихăçан та манмăпăр. Вĕсем çитĕнекен ăрушăн – ырă тĕслĕх.
Шупашкар районĕнчи Ишек вăтам шкулĕнче 40 çул каялла пулса куртăм. Унта ĕçпе вăрçă ветеранĕ, 50-мĕш çулсенче кĕске дистанцисене чупас енĕпе республика, Атăл тăрăхĕн тата Пĕтĕм Раççейри "Урожай" физкультурăпа спорт обществин чемпионĕн ятне темиçе хут çĕнсе илнĕ отставкăри капитан Сергей Скворцов физкультура учителĕнче ĕçленине унчченех пĕлеттĕм. Унăн вĕренекенĕсен йышĕнче çĕр-шывĕпе паллă спортсменсем пурччĕ. Сергей Кузьмич ачасемпе çамрăксене çарпа патриот воспитанине парас тĕлĕшпе пысăк ĕç тунă. Ишекри çамрăк армеецсем иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче район шайĕнче пулнă "Зарница" тата "Орленок" çарпа спорт вăййисенче малти вырăнсене час-часах йышăннă, республика ăмăртăвĕсенчен те çĕнтерÿпе таврăннă. Ахальтен мар ĕнтĕ Ишек тăрăхĕнчи яшсенчен чылайăшĕ çар училищисене вĕренме кĕнĕ.
1981-1982 вĕренÿ çулĕсенче Ишек шкулĕнче комсомолецсен "Орленок" çарпа спорт вăййисен командирĕ пулнă Геннадий Калинин И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн электротехника факультетне тÿрех вĕренме кĕреймен. Çапах каччă кулянман. Пиччĕшĕ сĕннипе Шупашкарти промышленноç тракторĕсем тăвакан заводра ăслăлăх-тĕпчев пайĕнче лаборантра ĕçлеме пуçланă. Каçсерен Гена автошкулта пĕлÿ илнĕ. Унтан вĕренсе тухсан, 1983 çулхи пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче, водитель-электромеханикĕн ĕнентерÿ хутне илнĕ. Тепĕр кунхине Геннадие хулари çар комиссарĕ повестка тыттарнă: ыран çара каймалла. Чăваш каччи кĕске хушăрах маттур салтак пулса тăнă. Вăл çуркуннех Афганистана кайма кăмăл тунă. Хĕсметри юлташĕсем ăна подразделенири комсомол организацийĕн секретарьне суйланă. Хăюллă, вăйлă салтак çар операцийĕсенче ырă тĕслĕх кăтартнă. Геннадий хăйĕн пĕр çырăвĕнче те çапăçу çинчен çырман. Ашшĕ-амăшне пăшăрхантарасшăн пулман. Вăл ашшĕ-амăшĕ патне 1983 çулхи чÿк уйăхĕн 11-мĕшĕнче янă çырура çакăн пек йĕркесем пур: "... Аслă Октябрь праçникне эпир хамăр нумаях пулмасть туса пĕтернĕ çар клубĕнче питĕ савăçлăн кĕтсе илтĕмĕр. Ĕненетĕр-и, ĕненместĕр-и – пирĕн полкра Совет Союзĕн халăх артистки Людмила Зыкина ертсе пыракан "Россия" ансамбль хăйĕн ăсталăхне кăтартрĕ. Артистсем Тăван çĕр-шыв, мухтавлă Совет Çарĕ тата унăн паттăр салтакĕсем çинчен юрăсем шăрантарчĕç. "Çĕр хут илтиччен пĕр хут курмалла", – теççĕ халăхра. Халĕ ĕнтĕ Людмила Зыкина пултарулăхне хам куçпа куртăм. Мĕн чухлĕ савăнăç! Пурăнас та пурăнас килет. Валентин Урташ сăвăç калашле, "юр юрлассăм килет, савăнассăм килет..." Геннадий Калинин юлташĕсемпе тата Афганистан салтакĕсемпе пĕрле вун-вун операцие хутшăннă. Республикăри районсенче тата Шупашкарта пурăнакан тусĕсем каланă тăрăх – вĕсен Хĕрлĕ Ялав тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсемлĕ гварди мотострелоксен подразделенийĕ чылай хулапа кишлака душмансенчен ирĕке кăларнă. Ака уйăхĕнчи революци тăшманĕсен темиçе бандине тĕп тунă, вĕсен çар техникине чылай туртса илнĕ. Пирĕн çар контингенчĕ 1984 çулхи кĕркунне сăрт-ту хăвăлĕнче ирттернĕ пысăк пĕр операцире паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн темиçе салтака çар наградисем панă. Шупашкар районĕнчи Чаканар ялĕн каччи Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ. Çавăн хыççăн тепĕр эрнерен подразделенири юлташĕсем ăна Вăтам Ази çар округĕнчи комсомол организацийĕн XI конференцине кайма делегата суйланă. Çав конференцире Геннадий Калинин кĕçĕн сержанта ВЛКСМ Тĕп комитечĕн Хисеп грамотине тата кĕсье сехетне панă.
Çуркунне çитсен Геннадий Калининăн çартан демобилизаци йĕркипе килĕшÿллĕн таврăнма приказ тухиччен 10 кун юлнă. Çав вăхăтра ир-ирех Ханабад хули çывăхĕнче ют çĕр-шывсенчи наемниксемпе душмансем алхаснă – унта васкавлă десант тухса каймалла. Полк командирĕпе замполит Геннадие çав операцие ярасшăн пулман, анчах çамрăк харсăр сержант вертолета ларма васканă. Кăнтăрла тĕлне полк штабне Калинина хаяр çапăçура вилмеллех амантни çинчен хыпар çитнĕ. Вĕсен десанчĕ засадăна лекнĕ иккен. Çав самантра Геннадий темиçе тăшмана леш тĕнчене ăсатнă. Украинăран килнĕ çамрăк салтака хăйĕн кĕлеткипе хупланă вăл, ăна Америкăра кăларнă пуля пырса тивнĕ. Лайăх ас тăватăп: 1985 çулхи пушăн 22-мĕшĕнче салтаксем "хура тюльпан" ят панă ятарлă самолет Шупашкара Афган вăрçинче паттăрла çапăçса вилнĕ темиçе интернационалист салтакăн ÿтне илсе çитерчĕ. Тепĕр кунхине Чаканартан Ишек шкулне, унтан масара çити Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем, вырăнти "Слава" совхоз ĕçченĕсем, учительсемпе вĕренекенсем, Совет çарĕн салтакĕсемпе çывăхри ялсенче пурăнакансем хисеплĕ хурала тăчĕç. Оркестрăн хурлăхлă сасси илтĕнчĕ, виçĕ хутчен залп кĕрлерĕ... Паттăр салтака юлашки çула ăсатнăранпа 29 çул çитет. Хурлăхлă çав кун асăмран нихăçан та тухас çук. Геннадие пытарнă хыççăн темиçе эрнерен эпир каллех Ишек вăтам шкулне кайрăмăр. Паттăрлăх урокĕнче Шупашкар районĕн çар комиссарĕ Мускавран илсе килнĕ 3.653.285 номерлĕ Хĕрлĕ Ялав орденне Геннадий Калининăн ашшĕ-амăшне, Чаканарта пурăнакан Геннадий Михайловичпа Нина Николаевнăна пачĕ.
Ишек шкулĕнчен вĕренсе тухнă вун-вун çын пирĕн республикăна чапа кăларчĕ: çĕр ĕçченĕсемпе ăсчахсем, музыкăпа искусство деятелĕсем, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче, тăнăç саманара паттăрла пуç хунă ентешсем... Паллах, вĕсенчен пĕри – икĕ орден кавалерĕ Геннадий Калинин 1986 çултан пуçласа Ишекри тавра пĕлÿ тата Шупашкарти промышленноç тракторĕсем кăларакан заводăн музейĕнче Геннадий Калининпа паллаштаракан экспонатсем упранаççĕ. Шупашкар районĕнчи тĕрлĕ организаци пуçарнипе 1987 çулхи раштав уйăхĕнчен пуçласа Кÿкеç поселокĕнче, Ишекре тата ытти салара Геннадий Калинина асăнса кире пуканĕ йăтас енĕпе республика турнирне йĕркелеççĕ. Геннадий Геннадьевич ячĕпе ирттернĕ пирвайхи ăмăрту умĕн чăвашсен паллă поэчĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Василий Эктел "Пирĕн паттăрлăх – юнра" поэма çырчĕ. Вăл çакăн пек йĕркесемпе вĕçленет:
Ĕмĕр-ĕмĕр, туссем, иртнине манар мар:
Кам паян çÿремест пирĕнпе юнашар,
Кам Афган çĕрĕнчен каялла таврăнман –
Ир тăрсан, каç пулсан, яланах асăнар.
Чапа тухнă 40-мĕш Армие тĕпĕ-йĕрĕпе Афганистанран илсе тухнăранпа нарăс варринче шăп чĕрĕк ĕмĕр çитрĕ. Çавна май Раççейре кăна мар, 1991 çулччен Совет Союзне кĕнĕ çĕр-шывсенче те хăйне евĕрлĕ çак пулăма анлăн паллă турĕç. Чăваш Енре кашни хулапа районтах, чылай предприятипе хуçалăхра, тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕнче Афганистан вăрçине хутшăннă ентешсемпе тĕл пулусем ирттерчĕç, унта 80-мĕш çулсенче пуç хунисене е каярахпа тĕрлĕ сăлтавсене пула пиртен уйрăлса кайнă интернацитоналист воинсене асăнса пысăк мероприятисем йĕркелерĕç.
Совет Çарĕн чаçĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 25 çул çитнĕ ятпа Шупашкарти П.Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ, Çар комиссариачĕ тата общество организацийĕсем ирттернĕ мероприятие ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ.
– Эпир 1979 çул вĕçĕнче кÿршĕ çĕр-шывра пуçланнă вăрçа нихăçан та манма пултараймастпăр. 80-мĕш çулсенче унта пирĕн республикăран çара кайнă 5692 интернационалист воин хутшăннă. Шел те, 300 ентеш хаяр çапăçусенче пуç хунă е Чăваш Ене инвалид пулса таврăннă. Афганистанра хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçланă кашни ентеш çитĕнекен ăрăва паян та чăн-чăн ырă тĕслĕх кăтартать. Ахальтен мар ĕнтĕ çамрăксене патриот воспитанийĕ парас, яшсене Раççей çарне хатĕрлес тĕлĕшпе 2012-2013 çулсенче ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри конкурсра пирĕн республика пĕрремĕш вырăн йышăннă, Раççей оборона министерствин вымпелне тивĕçнĕ. Çак çитĕнÿре сирĕн тÿпе питĕ пысăк. Шанатăп: эсир çитĕнекен ăрăва малашне те чăн-чăн ырă тĕслĕх кăтартатăр, – терĕ Михаил Васильевич.
Интернационалист воинсен общество организацийĕн представителĕсемпе пулас салтаксем Çĕнтерÿ паркĕнче Афганистан вăрçинче пуç хунă ентешсене халалласа вунă çул каялла уçнă палăк умне чечек кăшăлĕ хучĕç. Пурте пĕр минут шăп тăчĕç, анлă лапамра хурлăхлă кĕвĕ янăрарĕ...
Культура керменĕнче иртнĕ каçра çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ А.Самойлова, республикăн çар комиссарĕ А.Мокрушин, Афганистан вăрçин ветеранĕсен Раççейри союзĕн Чăваш Республикинчи организацийĕн председателĕ И.Кашаев, Афганистан вăрçин инваличĕсен Чăваш Енри организацийĕн ертÿçи Г.Матвеев тата Пĕтĕм Раççейри "Доблесть" çар пĕрлĕхĕн Чăваш Енри правленийĕн председателĕ В.Яковлев сăмах каларĕç.
Уяв каçĕнче 50 ытла "афганец" Раççей Федерацийĕн Правительствин медалĕсене тата Пĕтĕм Раççейри организацисен тĕрлĕ наградине тивĕçрĕ. Уяв Шупашкарти искусство ăстисен пысăк концерчĕпе вĕçленчĕ.
Петр СИДОРОВ